Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Чи кирли — хисеплени, шанни…

Чи кирли — хисеплени, шанни…

Республикăра, çав шутран пирĕн районта та, çамрăксемпе ачасене наркотик серепине лекесрен тата психотроплă хутăшсемпе усă курасран упрас тĕлĕшпе сахал мар ĕç-хĕл пурнăçланать.

Шкулсемпе аслă шкулсенче çамрăксене право пĕлĕвĕ тата воспитанийĕ парасси, преступлени çулĕ çине тăрасран сыхлас енĕпе тĕрлĕ проект пурнăçласси, ашшĕ-амăшĕн сехечĕсем, право ыйтăвĕсемпе конкурссем, ытти мероприяти ирттересси тивĕçлĕ шайра, ку енĕпе профилактика канашĕсем те ĕçлеççĕ. Наркотиксемпе кĕрешес ĕçре ачасен пушă вăхăтне усăллă ирттерме майсем туса пани те уйрăмах пĕлтерĕшлĕ — хушма пĕлỹ паракан учрежденисем ку ыйту çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Наркотиксемпе тата психотроплă хатĕрсемпе усă курнине тупса палăртас тĕллевпе вĕрентỹ организацийĕсенче тест йĕркеленин витĕмĕ те пысăк.

Наркотик уйрăмах аслисен умĕнче хисепе тивĕçеймен, пурнăçра хăйсен вырăнне тупайман çамрăксене çыпăçать. Çавăнпа та пурнăçра чи кирли — ачана хисеплени тата хаклани, шанни, ăна тĕрлĕ енлĕ аталанса ỹсме майсем туса пани.

Ольга КОРОТИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code