Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Искусство шкулĕн хыпарĕсем

Искусство шкулĕн хыпарĕсем

Иккĕшĕ те пĕрремĕш

Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ «Чăваш çемйинчи телейлĕ ачалăх» регионсем хушшинчи конкурса 414 сăрă ĕçĕ тата сăн ỹкерчĕк тăратнă.

Чăваш Енри, Пушкăртстанри тата Ульяновск облаçĕнчи пулас маçтăрсем хутшăннă унта. Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕн, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Римма Парферьеван вĕренекенĕсем — Елизавета Мурзакаева («Чăваш çемйин ăшăлăхĕ»), Мария Муратова («Телейлĕ çемье») сăрă ĕçĕсен конкурсĕнче иккĕшĕ те I степень лауреат Дипломне çĕнсе илнĕ.

Конференцире

Искусство шкулĕн преподавателĕсем Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм Раççей шайĕнчи 7-мĕш ăслăлăхпа практика конференцине хутшăннă.

Унăн ячĕ — «Традиционные и инновационные технологии в преподавании предметов академического искусства». Унта хутшăннисем тĕрлĕ регионтан килнĕ ĕçтешĕсен ĕç опычĕпе, йĕркелỹпе меслетлĕх ĕçĕсенчи сĕнỹсемпе паллашнă. Ăслăлăх тĕл пулăвĕ уйрăмах секци занятийĕсенче «чĕрĕ» иртнĕ.

Малтисен йышĕнче

Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕ юрлакансен тата сăвă калакансен «Пурăн, Раççей!» республикăри 4-мĕш конкурсне ирттернĕ.

Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ мероприятире 80 ытла ача тупăшнă. Вĕсен йышĕнче Елчĕксем те хăйсен ячĕсене пĕлтерни уйрăмах савăнтарать. Елизавета Молодова «Встанем» юрăпа I степень, Дарина Чернова (ертỹçи — О.Архипова) «Нас бьют — мы летаем» юрăпа II степень Дипломсене тивĕçнĕ. О.Краснова преподаватель вĕренекенĕсем — Елизавета Мурзакаевăпа Милослава Питакова та хăйсен ỹсĕмĕсенче 1-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code