Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш архив службине — 100 çул

Чăваш архив службине — 100 çул

Чăваш Республикин архив служби кăçал 100 çулхи юбилейне паллă тăвать. Чи малтанхи фондсем республикăра 1923 çул пуçламăшĕнчех йĕркеленме пуçланă.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енĕн архив учрежденийĕсен тытăмне 2 патшалăх тата 25 муниципалитет архивĕ кĕрет, вăл шутра — Елчĕк муниципалитет округĕн архивĕ.

Округри архив ĕçĕ-хĕлĕ 1936 çулта пуçланса кайнă. Паянхи куна унта документсем 1928 çултан пуçласа упранаççĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне архивра 187 фонд шутланса тăрать, вĕсенче — 23120 документ. Пĕлтĕр 160 документ йышăннă, 179 документ эксперт комиссийĕ витĕр тухнă. Иртнĕ çул 2091 ыйту йышăннă. Çав шутра 1941 социаллă справка, 80 документ копийĕ çырнă.

Архив специалисчĕсем куллен çынсен ыйтăвĕсене электронлă мелпе, почтăпа та йышăнаççĕ. Çавăн пекех Раççей социаллă фончĕ, нумай функциллĕ центр урлă та çынсен ыйтăвĕсене пур енлĕн тивĕçтереççĕ.

Архив докуменчĕсем район историне, халăх ăс-хакăлне упраççĕ, пирĕн тăрăхра пурăннă тата пурăнакансен астăвăмĕ шутланаççĕ. Архивистсен ĕçĕ — документсен пуянлăхне упрасси кăна мар, вĕсен шутне куллен ỹстерсе пырасси те. Çакă пĕтĕмпех халăхăн культура шайне, истори тавра курăмне ỹстерме май парать.

Е. ИГНАТЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code