Суббота, 27 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Тỹрĕ лини» иртет

«Тỹрĕ лини» иртет

Чăваш Республикин пуçлăхĕ Олег Николаев мартăн 31-мĕшĕнче 11.00 сехетре «тỹрĕ лини» йĕркелет. Унăн тĕп тĕллевĕ — республикăра пурăнакансене хумхантаракан ыйтусене илтсе вĕсене татса парасси.

— Халăхпа тачă çыхăнура пулни тата ăна вăхăтра илтни питĕ кирлĕ. Çакă хамăрăн ĕçе хаклама та, Чăваш Ене малалла аталантармалли пуçарусене тĕпе хума та май парать, — палăртать Олег Алексеевич.

Трансляцие телеграм-каналта (https://t.me/oanikolaev), социаллă сетьсенче — контактри страницăра (https://vk.com/olegnikolaev1969), «Олег Николаев/Чувашия» пĕрлешỹре (https://vk.com/olegnikolaev21), «Чăваш Республики» ушкăнра (https://vk.com/gov_cap_ru) паллашма май пулĕ.

Ыйтусене видеомелĕпе е çырса çак постра хăварма та юрать: https://forms.yandex.ru/cloud/64132a5573cee7007df5233c/. «Тỹрĕ эфир» вăхăтĕнче çак телефонпа çыхăнмалла: 565-100.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code