Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăрсене халалласа

Паттăрсене халалласа

Канмалли кунсенче Раççейĕн 10 регионĕнче Пĕтĕм тĕнчери «Астăвăм сачĕ» акци шайĕнчи мероприятисем старт илнĕ. Мартăн 18-мĕшĕнче вĕсем Крымра иртнĕ.

Акци тĕллевĕ — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тата Украинăри ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене халалласа 27 миллион тĕп йывăç лартса хăварасси.

2023 çулта «Астăвăм сачĕ» акцие Раççейĕн 89 субъекчĕ хутшăнать, вăл 35 ытла çĕршывра иртет. Чăваш Енре акци апрель уйăхĕн вĕçĕнче старт илет. Çапла майпа çуркунне 26,2 гектар çинче 53 пин хунав лартса хăварма палăртнă. Мероприятисем «Экологи» наци проекчĕн «Вăрмансене сыхласа хăварасси» регион проекчĕн шайĕнче иртĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code