Туберкулез — сикекен чир. Ученăй-фтизиатрсем кашни çынах туберкулезпа сиенленме пултарнине палăртаççĕ.
Çитĕннисенче пуринче тенĕ пекех (90-95 процент) туберкулеза пуçарса яракан микробсем пур, анчах унпа хăшĕ-пĕри анчах чирлет. Туберкулеза пуçарса яракан микробсем çынна, выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке чирлеттерекеннисем пулаççĕ. Микробактерисем питĕ тỹсĕмлĕ. Хĕвел çути анчах вĕсене 5-10 минут хушшинче «тĕп тума» пултарать. Вĕсене çавăн пекех хлораминпа хлор извеçĕпе «хăратма» пулать.
Чир камран тата мĕнле ерет? Инфекцие аталанма май паракан сăлтавĕсем икĕ тĕрлĕ пулаççĕ. Пĕрремĕш ушкăна тĕрлĕ чир-чĕр кĕрет: ỹпке шыççи, сахăр диабечĕ, пỹре, вар-хырăм чирĕсем. Çавăн пекех чир тĕрлĕрен операци, аборт, нерв, ăс-тăн чирĕсем хыççăн та пуçланма пултарать. Иккĕмĕш ушкăна япăх пурнăçпа йăла условийĕсем, професси тĕлĕшĕнчи сиен, час-часах ывăнни, пирус туртни, эрех ĕçни кĕреççĕ. Ăна сараканĕ, паллах, чирлĕ çын. Унăн мĕн пур органĕ сиенленет. Анчах чир чи малтан ỹпкере пуçланать. Унтан вăл шăмăсене, çỹлти сывлăш çулĕсене тата хырăмлăха лекме пултарать. Организма микробактерисем сывлăшпа, апат-çимĕçпе е ытти япаласемпе пĕрле лекеççĕ. Çын сурчăкĕ, шăк, каяш, выльăх-чĕрлĕх, сĕт продукчĕсем, пиçсе çитмен аш-какай урлă та ерет.
Ĕçкĕпе иртĕхекен, пирус туртакан, наркотикпа туслă çынсен туберкулез чирĕ вăрахрах, йывăртарах иртет. Алкоголь — вăйлă наркăмăш. Вăл организмăн пур органне те сиен кỹрет. Пирус туртакан çынсен юн тымарĕсем хытса хĕсĕннĕ пирки эмелсем чирлĕ çыннăн ỹпкине е ытти органĕсене сăрхăнса кĕреймеççĕ, çак сăлтава пула вĕсене ăнăçлă сыватаймаççĕ. Пирус туртни чире тата сарăлма анчах пулăшать. Чирлĕ çын час-часах сурать, унта-кунта пирус тĕпĕсем пăрахать.
Ỹпке чирне хăвăрт тупса палăртмалли мел вăл — флюорографи. Çак мелпе пăхса туберкулеза анчах мар, тĕрлĕ шыçă, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене малтанхи тапхăртах тупса палăртма пулать. Апла пулин те округра флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухасран пăрăнса çỹрекенсем те çук мар. Хăшĕсем ăна сиенлĕ тесшĕн. Анчах хальхи йышши флюорографи хатĕрĕсенчи пайăркасем «çепĕç» йышши, сывлăха сиен кỹменпе пĕрех.
Л.КАПЛАМОВА,
фтизиатр тухтăр.