Пуш уйăхĕнче Шупашкарти художество училищине йĕркелесе янă Ф.С.Быкова халалласа ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри конкурса пĕтĕмлетнĕ.
Раççейри Педагогпа наставник, Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче ачасемпе çамрăксем хушшинче кăмăл-сипет пуянлăхĕпе эстетикăпа патриотла кăмăл-туйăма çирплетес тĕллевпе йĕркеленĕ çак конкурсра 27 облаçрен, ытти регионсемпе хуласенчен 1200 ача хутшăннă. Çав шутра Елчĕкри ачасен искусство шкулĕн ИЗО класĕнче вĕренекен (вĕрентекенĕ — Римма Парферьева) Эвелина Артемьева, Елизавета Мурзакаева, Анастасия Борисова, Илья Волков, Кристина Павлова, Кира Кондратьева, Мария Муратова, Олеся Никифорова, Николай Савинов та пулнă.
«Декоративно-прикладное искусство» номинацире Мария Муратова тата Елизавета Мурзакаева I степень дипломсене тивĕçнĕ. «Живопись» номинацире Эвелина Артемьева, Елизавета Мурзакаева дипломантсем пулса тăнă.