Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Андриян Николаев аллинчен

Андриян Николаев аллинчен

1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕ пирĕн çĕршывра пурăнакансемшĕн анчах мар, тĕнчешĕн пысăк пулăмпа палăрса юлчĕ. Юрий Гагарин уçлăха вĕçсе хăпарни пире — совет çыннисене чун-чĕререн хăпартлантарчĕ. Кун хыççăн чылайăшĕ ачисене Юрий ят пачĕ, воспитани ĕçĕнче космонавтăн ырă тĕслĕхне мала хучĕ. Космос историйĕнчи виççĕмĕш космонавт вара Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнчен Андриян Николаев пулчĕ. Вăл чăваш ятне ĕмĕрлĕх тĕнче шайне çĕклесе пирĕн сăн-пите савăнăçпа тултарчĕ. Мухтавлă ентешĕмĕр «Восток-3» караппа çỹлтен-çỹле çĕкленчĕ.

Хамăрăн чăваш çĕрĕнче каярах уçлăха хăпарма тата икĕ космонавт тивĕç пулчĕç. Улатăр районĕнчи Кире поселокĕнчен тухнă Раççей Геройĕпе Николай Бударинпа та, ачалăхĕпе çамрăклăхне Улатăр хулинче ирттернĕ Совет Союзĕн Геройĕпе Муса Манаровпа та мăнаçланатпăр эпир.

Мана шăпа Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕпе, авиаци генерал-майорĕпе Андриян Николаевпа 1981 çулта курнăçма пỹрчĕ — унăн аллинчен ВЛКСМ Тĕп комитечĕ паракан наградăна илтĕмĕр. Ленин орденлĕ «Победа» хуçалăхăн Кушкăри 6-мĕш комплекслă бригадине ертсе пыраттăмччĕ ун чухне. Пирĕн бригада комсомолецсемпе çамрăксен чи лайăх коллективĕ пулнă май куçса çỹрекен Хĕрлĕ Ялава яланлăха çĕнсе илчĕ.

Илья ТРОФИМОВ. Кушкă.

Автор архивĕнчи сăн ỹкерчĕк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code