Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уй-хире тухма вăхăт çитрĕ

Уй-хире тухма вăхăт çитрĕ

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн никĕсĕ çинче ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисемпе территори пайĕсен пуçлăхĕсем тата ытти специалистсем хутшăннипе пулса иртнĕ муниципалитет округĕнчи агроинженери канашлăвĕнче акана тухас умĕнхи ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç. Маларах, пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 6-мĕшĕччен, ятарлă комисси кашни ял хуçалăх организацине çитсе ака ĕçĕсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленнине тивĕçлĕ хак панă.

…Тĕрĕссипе, çурхи ĕçсем пуçланнă ĕнтĕ. Кăçал хĕвеллĕ çанталăкра юр ытла хăвăрт ирĕлсе пĕтнине кура округри ял хуçалăх организацийĕсен уй-хирĕсенче иртнĕ эрнерен тытăнсах кĕр тыррисемпе нумай çул ỹсекен курăксене минераллă удобренисемпе апатлантарчĕç, акма çĕр хатĕрлерĕç…

Çĕр ĕçченĕн вара паян пĕр тĕллев — çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене агротехника йĕрки ыйтнă кĕске вăхăтра тата чи пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварасси. Ĕçе хăрушсăрлăх мерисене пăхăнса инкек-синкексĕр йĕркелесси те, паллах, чи малти вырăнта. Çын сывлăхĕпе пурнăçне пырса тивекен тимсĕрлĕх ытла хака ларма пултарать. Ку лару-тăрура ĕçре çывхартнă кăтартусем те куçа курăнмĕç — ниме тăмĕç. Çакна нихăш самантра та манма юраманни çинчен канашлу ĕçне пĕтĕмлетме хутшăннă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый та уйрăммăн палăртса каларĕ.

Черетлĕ ака ĕçĕсене хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе умра тăракан тĕллевсем çинчен муниципалитет округĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕ Сергей Волков чарăнса тăчĕ. Муниципалитет округĕнче çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшỹллĕн ял хуçалăх культурисене 38984 гектар акса-лартса хăвармалла. Çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсен тỹпи — 27179, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен — 12805 гектар. Тĕш тырă лаптăкĕ пĕтĕмпе илсен — 23334, çĕр улми — 361, техника культурисем — 1666, пахча çимĕç — 94, выльăх апачĕ валли уйăракан культурăсем 13529 гектар йышăнмалла.

Минераллă удобренисемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, вăрлăхсемпе саппасланас ĕçе те ял хуçалăх таварĕ туса кăларакан организацисенче малтанхи кунсенчен тытăнсах тивĕçлипе йĕркелесе пынă. Апрелĕн 10-мĕшĕ тĕлне 3782 тонна (109 процент) удобрени, 782 тонна (172 процент) бензин-топливо, 1545 тонна пысăк репродукциллĕ вăрлăх туяннă. Акма ытлашшипех (125 процент) хатĕрленĕ вăрлăх та ака кондицине туллин тивĕçтерет. Унсăр пуçне, 1545 тонна элита вăрлăх туяннă.

Уй-хирти тĕп ĕçе пурнăçлакансем — механизаторсем. Кадрсен тĕлĕшĕнчи ыйтусене те, тĕпрен илсен, татса панă. Ака вăхăтĕнчи ĕçе тухăçлă йĕркелес тĕллевпе тивĕçлĕ çынсене (механизаторсемпе водительсене, акана хутшăнакан ытти çынсене) медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă, яваплă тапхăрти ĕç сыхлавĕпе пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене хăнăхтарнă.

Округра ял хуçалăх техникин паркĕсем те çулран çул çĕнĕ йышши хăватлă техникăсемпе пуянланнине курса ĕненетпĕр. Эпир пулнă «Комбайн» ЯХПКра та юлашки çулсенче малта пыракан технологисемпе анлăн усă кураççĕ. Пĕр харăс темиçе ĕç йĕркелеме май паракан ял хуçалăх машинисемпе усă курнă çĕрте ĕç алли те сахал кирлĕ, çав вăхăтрах ĕç тухăçлăхĕпе пахалăхĕ те çỹллĕ шая тивĕçтерет. Вырăнти тĕп инженер Дмитрий Чернов, хуçалăхра усă куракан ял хуçалăх машинисене туяннă «Ростсельмаш», «Агромашснаб» компанисен официаллă представителĕсем те çак шухăша çирĕплетрĕç.

Тĕш тырă культурисен, пĕр çул тата нумай çул ỹсекен курăксен вăрлăхĕсене туса илессипе ятарласа ĕçлекен çак хуçалăхра вырăнта куллен пурнăçлакан ĕçпе анчах çырлахмаççĕ. Ял хуçалăх культурисен тухăçне ỹстермелли çĕнĕ мелсене алла илеççĕ. Çакна тĕпе хурса черетлĕ ака валли те ПР-2 репродукцири урпа, тулă, вика (супер элита) вăрлăхĕсене пурĕ 24 тонна туяннă. Çаксем пирки Петр Анисимов тĕп агроном тата тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Сăмах май каласан, «Комбайн» ЯХПКра иртнĕ эрнерех 8 гектар çинче пĕр çул ỹсекен курăксене акнă. Апрелĕн 11-мĕшĕнче пиçсе çитнĕ çĕр лаптăкĕнче тулă акма тытăннă, районта чи малтан акана тухакансем те вĕсемех пулчĕç.

2020-2022 çулсенче округри ял хуçалăх организацийĕсенче 396 единица чухлĕ (910 миллион тенкĕлĕх) техника туяннă. Кăçалхи 3 уйăхра та ял хуçалăх машинисене 41,4 миллион тенкĕлĕх (10 единица) туянма пултарнă.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code