Çăмăл атлетика
Шупашкарти «Олимпийский» стадионта республика чемпионачĕ иртнĕ.
19 командăран Елчĕк округĕн пĕрлештернĕ команди 14-мĕш вырăн йышăннă. Малтисем — Шупашкар хулин, Патăрьел, Çĕрпỹ округĕсен командисем. Пирĕн атлетсенчен кросра никам та призерсен шутне кĕреймен пулсан та, палăртса хăвармалли пурах. Серафима Самаковăпа (Аслă Пăла Тимеш ялĕ) Мария Яковлева (Аслă Елчĕк шкулĕ) çитĕннисен 3-мĕш спорт разрячĕн нормативне тултарнă. Никита Жуков, Артем Савинов (Çирĕклĕ Шăхаль), Егор Мустаев, Самира Сабитова (Лаш Таяпа), Александр Ефимов (Курнавăш), Станислав Вастулов (Аслă Елчĕк) çамрăксен 1-мĕш разрядлă атлечĕсем пулса тăнă.
ГТО
Округра «Ĕçе тата оборонăна хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçлассинче çитĕннисем çеç мар, шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсене çỹрекенсем те харсăр.
Елчĕкри «Солнышко» ача садĕнчи 17 шăпăрлан ГТОн чи пуçламăш шайĕнчи тестсене «алла илнĕ»: пĕр кунта хăйсене çичĕ дисциплинăра тĕрĕсленĕ. Ултă çула çитичченхисен хăйне евĕрлĕ уйрăм тест та пур. Ултă минутра кам миçе метр чупаять? Ку пайĕнче пурте «ылтăнлăх» — 800-шер метр ытла чупнă.
Футбол
Çулсерен çуркуннепе шкулсенче çамрăк футболистсен «Сăран мечĕк» турнирĕ «вăранать».
Кĕçĕн ушкăнра, 2012 çулта çуралнисемпе вĕсенчен кĕçĕнреххисем, сакăр команда вăй виçнĕ. Финалта Елчĕксем Çирĕклĕ Шăхальсене 3:1 шутпа парăнтарса çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă. Вĕсен Лаш Таяпа шкулĕнчи тантăшĕсем — виççĕмĕш. Антон Никонова (Елчĕк), Руслан Васильева (Лаш Таяпа), Александр Петрова (Çирĕклĕ Шăхаль) тĕрлĕ номинацире чи пултаруллисен йышне кĕртнĕ. Елчĕкри «Чебурашка» ача садне çỹрекен Кирилл Гаврушов вара — «Чи çамрăк футболист».
Çавăн пекех аслăрах, 2010-2011 тата 2008-2009 çулсенче çуралнă ачасен ушкăнĕсенче те иртнĕ вăйăсем. Кусенче те Елчĕксем çĕнтернĕ.
Йывăр атлетика
Тутарстанри Бугульма хулинче Раççей спорт мастерĕ Илья Ишмуратов палăрнă.
Пĕтĕм Раççейри 38-мĕш уçă чемпионатра 30 çултан аслă штангистсем тупăшнă. Пирĕн ентеш унта хăйĕн ỹсĕмĕнче икĕ енлĕ кĕрешỹре 215 килограмм йăтса кĕмĕл призер пулса таврăннă.