Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асăмăрта упрантăр ĕмĕре

Асăмăрта упрантăр ĕмĕре

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче, астăватăп, пурнăç тути-масине самаях астивнисем — аслă вăрçă витĕр тухнисем: «Эй, çав хальхи çамрăксем…» тесе ỹпкелешсе калаçнине сахал мар илтме тỹр килнĕ. Çав тапхăрти ача-пăча, яш-кĕрĕм, пĕлетпĕр, вăхăт иртнĕ май Афган вăрçи витĕр тухрĕ, каярахрисем Çурçĕр Кавказра пиçĕхрĕç. Халĕ, акă, çĕнĕ ăру ятарлă çар операцине хутшăнать. Çавна май пĕр вырăс поэчĕн «Ан хурлăр манăн ăрăва!» сăмахĕсене аса илтерес килет хăшĕ-пĕрисене…

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта Украинăри ятарлă çар операцийĕнче паттăрла пуç хунă Александр Малов ячĕпе Герой парттине уçнă май, Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый питĕ вырăнлă каларĕ:

— Кашни вăхăтăн хăйĕн паттăрĕсем. Александр Вячеславович — хальхи йышран. Пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнăскер, хăйне сывлăх, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен шкул çулĕсенчех хатĕрленĕ вăл. Контрактник, тĕрлĕ хирĕç тăрусене хутшăнса, чăннипех паттăрла çулпа утнă. Сашăна патриотла воспитани панăшăн, чăн-чăн çын çитĕнтернĕшĕн ашшĕ-амăшне тав тăватăп. Вĕренекенсен Александр Вячеславовичран тĕслĕх илмелле.

Сергей Данилов — Комсомольски тата Елчĕк округĕсен çар комиссарĕ:

— Александр Малов гварди аслă сержант контракт йĕркипе икĕ хутчен çар ретне тăнă. Десантник пулмасан тата кам çавăн пек йышăну тутăр-ха? Вăл Киргизири, Казахстанри, Крымри, Сирири хирĕç тăрусене хутшăннă. Ăна икĕ хутчен Паттăрлăх (пĕрне вилнĕ хыççăн) орденĕсемпе, çичĕ медальпе наградăланă. Чăннипех çĕршыв паттăрĕ вăл. «Геройсем нихăçан та вилмеççĕ, геройсем пирĕн асăмăрта пурăнаççĕ».

Елена Шакова — Александрăн класс ертỹçи:

— Сашăра çынна пулăшас туртăм вĕреннĕ чухнех палăратчĕ. Сăпайлă, дисциплинăллă, шỹтлеме юратакан, уçă кăмăллă ачаччĕ. Районта иртнĕ çарпа патриотла тата спорт мероприятийĕсене хастар хутшăннă.

Халăх йышлă пулчĕ мероприятире. Пĕрле службăра тăнисем, çывăх тăванĕсем, пĕрле вĕреннисем пĕлтернинче çĕршыв хỹтĕлевçин кăмăл-туйăм пахалăхĕсем пушшех яр уççăн палăрчĕç. Александрăн мăшăрĕ — Гульназ Расимовна — патриотла проекта мăшăрĕпе çыхăнтарнăшăн тав тунă май, шкула сывлăш-десант çарĕн эмблемине ỹкернĕ сехет парнелерĕ.

Герой партти хушшине вĕренỹре, обществăлла ĕçре, спортра маттуррисем ларĕç малашне. Çакна пĕрремĕш тивĕçнисем вара Александра Матвеевăпа Денис Долгов пулчĕç. Александра вĕренекенсен ячĕпе Раççей патриочĕ пулма, тĕрĕслĕхшĕн çине тăма, пĕтĕм енĕпе ырă тĕслĕх кăтартма шантарса тупа турĕ…

«Встанем» юрă янăрать. Шкулти «Юнармия» отряд членĕсем — Милослава Питаковăпа Александра Матвеева чуна витереççĕ тейĕн унпа. Пухăннисен куçĕсенчен куççуль тумламĕсем пăчăртанса тухрĕç. Герой партти çине хĕм хĕрлĕ тюльпансем хучĕç. «Журавли» юрă çемĕпе ушкăнăн-ушкăнăн сăн ỹкерттерỹ иртрĕ.

…Вăхăт чупăвне чараймăн, нимĕн те улăштараймăн. Пирĕн чĕресене çывăх çыннăмăрсене те тавăраймăн. Вĕсен чунĕсем шурă пĕлĕтĕн пулса, çумăр пек куççульне тăкса шăваççĕ аякка. Вĕсен сăнарĕ, паттăрлăхĕ асăмăрта упрантăр ĕмĕре.

Николай МАЛЫШКИН.

Л.АДЮКОВА сăн ỹкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code