Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Типĕ курăка çунтарни шар кăтартать

Елчĕк муниципалитет округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. «2023 çулта чăваш халăхне çутта кăларнă тата çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркеленĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа — 175 çул», «Хушма хуçалăха тытса тăракан хăй тĕллĕн ĕçлекенсене (самозанятый) пулăшасси», «Чăваш Республикинчи сĕтĕн сутлăх хакне тишкересси», «Юхан шывсемпе кỹлĕсене тасалăхра тытса тăрасси» — çаксем кун йĕркине кĕртнĕ тĕп темăсем пулчĕç.

Çак кун округра ĕçлĕ визитпа пулнă Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăя Алевтина Федоровăна, округ пуçлăхне Леонард Левыя тата ытти ертỹçĕсене пĕрлештерекен ушкăн ирех Таяпа Энтри тата Кĕçĕн Таяпа ялĕсене çитсе халăхран сĕт пуçтаракансемпе, хушма хуçалăхра ĕне тытакансемпе тĕл пулса калаçусем йĕркелерĕç.

Ял çыннине паян пăшăрхантаракан ыйтусенчен пĕри — сĕт хакĕ йỹнелсе кайни. Мĕнрен килет çакă? Унăн хакĕ чакни халăха ĕне усрассинчен пистермĕ-и? Иртнĕ çул çак тапхăрта унăн 1 литрне 20 ытла тенкĕпе туяннă пулсан, халĕ вара «шурă ылтăна» пирĕн округра чылайăшĕ 18-19 тенкĕпе пухаççĕ, çав вăхăтрах сĕтĕн лавккари хакĕ чакман.

Çакă, паллах, хушма хуçалăх тытакансене самай пăшăрхантарать, мĕншĕн тесен сĕт сутни чылай çыншăн çемье кассине укçа-тенкĕ кĕртекен тĕп çăлкуç пулса тăрать. Маларах ку ыйтăва республика шайĕнчех çĕклерĕç — Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев регионта пурăнакансемпе «тỹрĕ лини» ирттернĕ вăхăтра тăратрĕç. Ун чухне Олег Алексеевич ыйту çине çапла хуравларĕ:

— Сĕт хакĕ рынок конъюктурине пула хытă чакать. Раççейре пĕтĕмĕшле темиçе регионта та сĕт ытлашшипех туса илеççĕ, ăна ниçта хума пĕлмеççĕ. Чăваш Енре те çакăн пек лару-тăру. Республика тулашне кайнă сĕтĕн пĕр пайĕ, вăл шăпах халăхран пухаканни, паянхи куна урăх региона кирлĕ мар, мĕншĕн тесен вĕсен хăйсен те ытлашши. Çавна пулах сĕт пухакансем хака чакарчĕç. Эпир ку лару-тăрăва пĕлетпĕр, ăна татса парас тесе ĕçлетпĕр. Ял хуçалăх министерстви çынсене пулăшас тĕллевпе округсен администрацийĕсен ертỹçисемпе, сĕт туянакансемпе, тирпейлекен предприятисемпе лару-тăрăва сỹтсе явнă. Власть органĕсем енчен çынсене пулăшас тесе пĕтĕмпех тăватпăр.

Асăннă темăна Пĕрлехи информаци кунĕн кун йĕркине кĕртни те ыйту çивĕчлĕхне лайăх çирĕплетет.

Ертỹçĕсем территори пайĕсенчи ял халăхĕпе курнăçнă май шăпах сĕт тата унăн сутлăх хакĕ тавра калаçу пуçарчĕç. Çав вăхăтрах вĕсем килти хушма хуçалăха аталантаракансене тивекен пулăшу çинче те уйрăммăн чарăнса тăчĕç. 2022 çулта ĕçе кĕртнĕ патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ тĕсĕ паянхи кун хăй тĕллĕн ĕçленине çирĕплетсе регистрациленнĕ сăвăнакан ĕне хуçисене хушма тĕрев парать — ĕне тытнăшăн тăкакланнă укçа-тенкĕн пĕр пайне — 5 пин те 500 тенкĕрен пуçласа 7 пин те 500 тенкĕ таран — саплаштараççĕ. Çавăн пекех ĕне туяннăшăн республика бюджетĕнчен 70 пин тенкĕ таран куçарса параççĕ. Халăха паянхи кун пăшăрхантаракан анчах мар, сехĕрлентерекен тепĕр çивĕч тема — иртнĕ çулхи типĕ курăка тивертсе янинчен тухакан пушар. Çакăн евĕр инкеке пула республикăра пурăнмалли çурт-йĕрсем çунса кайнă тĕслĕхсем те пулчĕç. Юлашки вăхăтра пушар хурал ĕçченĕсен, ертỹлĕх енчен çине-çинех асăрхаттару ĕçĕсем пулсах пыраççĕ пулсан та (кун пирки хаçатăн кашни номерĕнчех çыратпăр) йĕркене уямаççĕ, типĕ курăка çине-çине çунтараççĕ. Елчĕк округĕнчи асăрхав тата профилактика ĕçĕсен пайĕн начальникĕ — патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин пĕлтернĕ тăрăх, кăçал округра 9 пушар пулнине регистрациленĕ, çав шутран 3-шĕ типĕ курăк çунтарнипе пулнă. Халăх чылай чухне пирус тĕпĕсене сỹнтермесĕр пăрахни те «хĕрлĕ автан» алхасăвĕн тĕп сăлтавĕ пулса тăрать. Çак кунсенче, акă, Елчĕкри Северная урамри çỹп-çап контейнерĕ, Октябрьская урамри контейнер çумĕнчи çỹп-çап çунма пуçланă.

— Ку пулăмсем халăха тарăн шухăшлаттармалла. Пĕр çынна пула тухнă инкекрен чылайăшĕ шар курма пултарать. Çавăнпа та халăха тимлĕ пулма, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнма ыйтас килет, — палăртрĕ Леонард Левый тĕл пулусен вăхăтĕнче. — Ялсенчи пушă çуртсен таврашĕсене те кỹршисен асăрхасах тăмалла. Çуртсен таврашне иртнĕ çулхи хыт хураран тасатни илем кỹрет анчах мар, пушартан та упрать.

Леонард Левыйпа Алевтина Федорова Елчĕкри «Ырсамай» кану паркĕнче федераци программин «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланакан юсав ĕçĕсемпе те паллашрĕç. Ĕçе Елчĕкри «Стройэнергосервис» ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ. Хальхи вăхăтра брусчатка сарас (200 тăваткал метр) ĕç пырать. Ун хыççăн картлашка çумĕнчи карлăксене хута яма тата сценăна тĕпрен юсама палăртаççĕ строительсем.

Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă ушкăнсем округ администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче организацисемпе предприятисен представилĕсемпе тĕл пулса ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсене çĕклерĕç, Елчĕкри тĕп библиотекăра вулакансемпе тĕл пулчĕç (кунта Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитессине халалласа хатĕрленĕ номерсемпе паллашрĕç). Халăхпа тĕл пулнă май специалистсем çут çанталăк газĕпе тивĕçлĕ усă курас, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнас, газ оборудованийĕсен юсавлăхне тĕрĕслесех тăрас, çар призывĕпе çыхăннă тата ытти ыйтăва хускатрĕç.

Çак кунах Леонард Левыйпа Алевтина Федорова округ администрацийĕнче халăха харпăр ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code