Округри пуçаруллă та хастар хĕрарăмсем республикăра кăçалхипе 5-мĕш хут тĕрлĕ номинаципе иртекен «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса хутшăнма хатĕрленеççĕ.
Кăçалхи конкурсра «кĕмĕл ỹсĕм» номинаци те пулать. Конкурс условийĕсемпе тантăшсем Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн каналĕнче те паллашма пултараççĕ.
Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансем заявкăсене мартăн 17-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 30-мĕшĕччен тăратма пултараççĕ. Хăюллăрах пулар — конкурса хутшăнар!
Сăмах май, иртнĕ çул Елчĕк муниципалитет округĕн чысне республика шайĕнче мĕнпур енĕпе пултаруллă та маттур 26 хĕрарăм хỹтĕленĕ, 5-шĕ тĕрлĕ номинацисенче çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă.

