Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йĕплесе ăс панă

Йĕплесе ăс панă

Курнавăшри вăтам шкулти 5,7 классенче И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа литература сехечĕ иртнĕ.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Вера Воронова малтанах çутавçă ачаранах чăваш йăли-йĕркине, шухăш-туйăмне лайăх пĕлсе ỹсни çинчен, тăван халăха, тăван чĕлхене хисеплеме, юратма вĕрентессишĕн тăрăшнине палăртнă.

И.Я.Яковлев тỹнтерле пурăнма тата ĕçлеме хăнăхнисене, чăвашлăха уяманнисене вара пĕчĕк, анчах пысăк пĕлтерĕшлĕ хайлавĕсенче йĕплесе ăс панă. Вĕсенче ваттисен сăмахĕсемпе, каларăшĕсемпе анлă усă курнă вăл: «Нумая хапсăнсассăн нимĕнсĕрех тăрса юлнă», «Пырна пула пуçна çийĕн», «Туман тихан пилĕкне ан хуç», «Çăкăр-тăвар хире-хирĕç» тата ыттисем те паянхи куншăн та вырăнлă.

Ачасем Петр Сизов художникăн «Иван Яковлевич Яковлев» альбомĕпе те паллашнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code