Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕр-пĕрне ăнланса, пурнăçа савса

Пĕр-пĕрне ăнланса, пурнăçа савса

Çĕршыв тĕрекĕ çирĕп çемьесенчен тытăнса тăрать. Мĕн ĕлĕкрен, çамрăксем мăшăрланнă чух, ваттисем «пуçăрсене пĕрле шуратăр» тесе пилленĕ. Юлашки çулсенче, тĕрлĕ сăлтава пула, пуçа пĕрле шуратакансем сахалланса пыраççĕ. Арçынсен ĕмĕрĕ кĕскерех пулни курăнать. Çур ĕмĕр пĕрле пурăннине паллă тăвакан Николаевсен çемйипе паллаштарас тетĕп сире, вулаканăмăрсем.

Валерий — Максим Николаевичпа Василиса Филипповна Николаевсен 10 ачинчен пĕри, анчах 3-шĕ, чир-чĕре пула, çамрăклах çĕре кĕнĕ. Вербовка йĕркипе тĕрлĕ çĕре ĕçлеме çын пуçтарнă çулсенче Аслă Пăла Тимешрен темиçе çемье Иркутск облаçне тухса каять. Николаевсем те çав йышрах. Валерий çĕнĕ çĕрте 8 класс пĕтерет, шофера вĕренсе ĕçлеме тытăнать.

1969 çулта каччăн çара кайма ят тухать. 1970 çулта Николаевсем каялла тăван яла куçса килеççĕ. Салтак та ялах таврăнать. Унта та, «Победа» колхозра, водительте тăрăшать. 23 çула çитнĕ йĕкĕт хăй çуралнă кун мăшăрланма шутлать. Тĕрлĕ ялсене рейса çỹренĕ май мăшăр пулма куçланă хĕре юлташĕсемпе вăрласа килет. Хыççăнах, хĕрĕн тăванĕсем килсе, каялла илсе каяççĕ. Каччă парăнмасть: юратупа хĕмленнĕскер, тепĕр кунĕнче Кавал урамĕпе каçхи сăвăма каякан хĕре машина çине лартать те çав тăванĕсем патнех илсе кĕрет. Хуçа хĕрарăмĕ шỹтле-шỹтле: «Ĕнерхи хĕр матур марччĕ, вăт ку чаплă вара», — тесе хавхалантарать.

Антонина Кавал ялĕнче Василий Ивановичпа Елена Павловна Соловьевсен çемйинче 1951 çулхи чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. 8 класс пĕтернĕ хыççăнах дояркăра ĕçлеме пуçлать. Харсăр хĕр часах малтисен йышне кĕрет — ВЛКСМ Тĕп комитечĕн «Трудовая доблесть» паллине тивĕçет.

Аслă Пăла Тимешре туй кĕрлеттернĕ хыççăнах çамрăк арăм тĕрлĕ ĕçсене хутшăнать. Паллă дояркăна часах ĕнесем шанса параççĕ фермăра.

Çемье çĕнĕ çуртра пурăнма тытăнать. Сумлă ватăсем — Макçăм тетепе Васса аппа çамрăксене пурăнма вĕрентсе пыраççĕ. Часах юрату çимĕçĕсем çĕр çине килме тытăнаççĕ. 1974 çулта пĕрремĕш ывăл Андрей çуралать, ун хыççăн Володя, Люба, Сергей, Наташа кил-çурта илем кỹреççĕ. Ватăсем, куç-хăлха пулса, ачасене ỹстерме пулăшаççĕ. Макçăм тете маларах леш тĕнчене куçать, Васса аппа 33 çул пурăннă кинĕпе пĕрле.

Валерий Максимович техникăран уйрăлман. Малтан чылай çул колхоз председателĕсене турттарнă, хуçалăх «КАМАЗ» автомашина туянсан ăна шанса панă. Унпа вăл республикăри ял-хуласене çеç мар, Новосибирск облаçĕ таранччен çаврăнать. Машинăна мĕн шутран кăлариччен ĕçлеттерет. Çулсем иртнĕ май тимĕрçĕ вăрттăнлăхне те алла илет, комбайн штурвалĕ умне те ларать. Пĕр сăмахпа, ĕçе кирек ăçта та ăнăçтарать. «Коммунизмла ĕç ударникĕ», «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи» паллăсем, Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем унăн хастарлăхне çирĕплетеççĕ те.

Антонина Васильевна 30 çула яхăн Аслă Пăла Тимешри участокри больницăра поварта тăрăшнă. Вăл та хăйĕн тивĕçне яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă.

Николаевсен ачисем паян хăйсем пурте çемьеллĕ, хваттерлĕ ĕнтĕ. Строитель те, воспитатель те, автомеханик та пур вĕсен йышĕнче. Кĕрỹшĕсем те строительсем. Сумлă ватăсен кермен пек чаплă кил-çуртĕнче 10 мăнук пуçтарăнсан чăн-чăн уяв вара.

1950 çулхи çу уйăхĕн пуçламăшĕнче çĕр çине килнĕ Валерий Максимович тата Антонина Васильевна часах пĕтĕм тăванĕсене ылтăн туй кĕрекине пуçтарĕç.

Пĕр-пĕрне ăнланса, юратса пурăнакан мăшăрăн куçĕсенче телей шевли вылять. Ватлăха куçран пăхтармасть-ха çемье: тĕреклĕ хуçалăхпа пурăнать, выльăх-чĕрлĕх тытать, сад-пахча ĕçĕсемпе йăпанать. Ылтăн алăллă арçын хĕрарăмăн ĕçне çăмăллатмалли, сывлăха çирĕплетмелли тĕрлĕ конструкци ăсталама та маçтăр. Мĕнех, малалла та кашни кунпа савăнса пурăнма Турă пулăштăр сире.

Зинаида ПОРТНОВА,
ялти ветерансен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code