Вторник, 16 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Малашлăх калчисем

Малашлăх калчисем

2013-2014 вĕренỹ çулĕнче Елчĕкри вăтам шкулта пуçласа кадет класĕ уçăлнă.

Паянхи кун тĕлне шкулта çичĕ кадет класĕ, вĕсенче 134 вĕренекен. Çĕнĕ коллектива кашни çулах округри шкулсен 4-мĕш класĕсенчен вĕренсе тухакансенчен йĕркелеççĕ. Кăмăл пуррисен тест ĕçĕсем витĕр тухмалла. Вырăс чĕлхи, математика, тăван тавралăх предмечĕсене уйрăмах лайăх пĕлни кирлĕ. Физкультурăпа ГТО нормисене пурнăçламалла.

Кадетсем туслă, пĕр çемьери пекех хутшăнаççĕ пĕр-пĕринпе тĕрлĕ ялтан çỹрекенсем. Вĕренỹре те, спортра та, юрă-ташăра та малтисен ретĕнче пулма тăрăшаççĕ. Округри, регионти мероприятисем нумайăшĕ вĕсемпе çыхăннă. Кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ. Пĕлтĕр республика шайĕнче «Çĕнтерỹ вальсĕ» ятпа иртнĕ кадетсен бал ташшин, стройпа утассин конкурсĕсенче призерсен йышне кĕме пултарчĕç. Кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ 13 вĕренекен йышĕнчен çиччĕшĕ кадет класĕнчен пулнине те палăртма питĕ кăмăллă.

Н.КУШМАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code