Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Енре Ашшĕн кунĕ пулать

Чăваш Енре Ашшĕн кунĕ пулать

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев çу уйăхĕн 20-мĕшĕнчи Указĕпе Ашшĕн кунне çирĕплетнĕ.

Çапла республикăра малашне кашни çулах юпа уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче Ашшĕн кунне паллă тума тытăнĕç. Олег Николаев çакă çемье институтне çирĕплетме тата çитĕнекен ăрăва воспитани парассинче ашшĕн рольне ÿстерме кирлине палăртнă.

Регион ертÿçи Чăваш Енри Ашшĕсен канашне, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене тата тĕрлĕ учрежденипе организацисенче Ашшĕн кунне халалланă мероприятисене хатĕрлессинче тата вĕсене ирттерессинче хутшăнма сĕннĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code