1902 çулта туса лартнă, 1992 çулта çĕнĕрен хута кайнă Аслă Пăла Тимешĕнчи чиркỹ Çветтуй Микула ячĕллĕ. Çу уйăхĕн 22-мĕшĕ ял çыннисемшĕн ĕлĕкрен пысăк уяв.
Аслă ăрури çынсем аса илнĕ тăрăх çак кун вăййа тухма пуçланă. Вăйă Питравчченех тăсăлнă. Вăййа тухма хĕрсем çĕнĕ кĕпесем çĕлетнĕ, саппунсем тĕрленĕ, тухьясемпе теветсене хатĕрленĕ.
Çуллахи Микула кунĕ хĕрсем малтан хăйсен кассисенче пуçтарăнса, хулран-хул тытăнса, урам тăрăх Анаткасри армансем патнелле утнă. Çакăнти пушă вырăна çитсен ушкăнсем пĕрлешсе пысăк вăйă карти тунă, юрăсем шăрантарнă. Вăйăра ытларах уçă саслă, пултаруллă хĕрсем юрă пуçласа ертсе пынă. Вăйă картинчи хĕрсем ураран-ура шутарса хĕвеле май çаврăннă. Вăйă юррине пĕлекен каччăсем хĕрсен хушшине кĕрсе тăрса юрлани те пулнă.
Çак ĕлĕкхи пулăмсене аса илес тата сыхласа хăварас тĕллевпе çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче культура çурчĕн ĕçченĕ М. Мулгачева пуçарнипе ял çыннисем вăйă картине пуçтарăнма шут тытрĕç. Каçхи ĕçсене пуçтарнă хыççăн чăваш кĕписем тăхăннă, шур тутăрсем çыхнă, тĕрленĕ саппунсем çакнă хĕрарăмсем ял варринчи лапам енне утрĕç.
Тĕп лапамра аслă ăрури хĕрарăмсем культура çурчĕ çумĕнчи «Пăла таппи» ансамбль членĕсемпе пĕрлешсе вăйă картине тăчĕç. Алран-алла тытăнса, пысăк çавра туса вăйă юррисене шăрантарчĕç, курма килнĕ ял халăхĕ те вĕсемпе пĕрле савăнсах юрларĕ. Юрлакансене Анат Туçа ялĕн вăйçи Ю.Воробьев пулăшса пычĕ. Купăс сассипе хĕрсем такмак калама пуçласан В.Николаевпа В.Селиванов ташша ячĕç. Вĕсене курса 87 çулпа пыракан В.Баранов та чăтаймасăр пĕр çаврăм ташласа илчĕ, юрă юрласа пачĕ.
Наци тумне тăхăнса вăйă картине тăни аякран питĕ илемлĕ курăнчĕ. Аслисем çамрăксене вĕрентсе, хăйсемпе тан çак уява явăçтарнин пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк пулчĕ. Уяв чăнахах та курма килекенсене те, вăййа хутшăнакансене те питĕ килĕшрĕ.
Владимир ПЛОТНИКОВ.