Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Форум майсем уçать

Форум майсем уçать

Санкт-Петербургра июнĕн 14-17-мĕшĕсенче пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕ иртнĕ. Нева çинчи хулара çулсерен йĕркелекен, тĕнчери ĕçлĕ чи пысăк пулăмсенчен пĕри шутланакан аслă пухăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă делегаци те хутшăннă.

Форум регион ĕç-хĕлне, майĕсене тĕнче шайĕнче кăтартма, ыттисен пуян опычĕпе паллашма май парать. Ĕçлĕ тĕл пулусем йĕркелеме те меллĕ.

Олег Николаев «Газпромбанкăн» пĕрремĕш вице-президенчĕпе Павел Бруссерпа унта Чăваш Енре пурнăçланакан проектсене сỹтсе явнă. Çав шутра сăмах республикăн çĕнĕ клиника больницине тăвас ыйту тавра та пулнă. Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, региона ку ĕçре финанс енĕпе шанчăклă ĕçтеш кирлĕ: «Эпир çĕршыври тĕп банксенчен пĕри çак тивĕçе хăйĕн çине илме хатĕррипе кăмăллă».

Олег Николаев тата Омск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Виталий Хоценко пĕрлехи инвестици проекчĕсене тỹрре кăларас, отрасльсен кооперацине вăй парас, импорта хамăрăн продукципе улăштарас тĕлĕшпе килĕшсе ĕçлеме татăлнă.

«Т Плюс» ПАО тĕп директорĕпе Александр Вилесовпа та усăллă иртнĕ калаçу. Компани кăçал республикăри потребительсене ăшă энергийĕпе тивĕçтермелли тытăма аталантармашкăн 3 миллиард тенкĕ ытла хывма палăртать. Çав шутран 1,8 млрд тенки — концесси программипе килĕшỹллĕн. «Т Плюс» икĕ çулта Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти магистраль тата квартал ăшă сечĕсен 68 километрне улăштарĕ, ТЭЦсен, котельнăйсен оборудованине çĕнетĕ.

Чăваш Ен представителĕсем пĕтĕмпе 14 килĕшỹ йĕркеленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code