Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăн-чăн çĕр çынни

Чăн-чăн çĕр çынни

Ỹсен-тăран культурисене тата вĕсен вăрлăхĕсене туса илессипе нумай çул ятарласа ĕçлекен Курнавăшри Юрий Цветков фермерăн уй-хирĕсем яланхи пекех ытарма çук илемлĕ. Минераллă удобренисемпе апатлантарнă, çум курăксăр анасенчи ял хуçалăх культурисем епле парка та хỹхĕм çитĕннине курсан чун савăнать. Вĕсенчен пысăк тухăç алла илесси те каламасăрах паллă.

Черетлĕ çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ чухне те хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинчи ăмăртура вĕсене ахальтен мар чи лайăххи тесе палăртнă. Хальхи вăхăтра кунта ỹсен-тăран отрасльне аталантарассинче оригиналлă репродукцири вăрлăхсемпе усă курассине тĕп вырăна хураççĕ. Фермер анасене 95 процент таран чи лайăх вăрлăхсемпе варăнтарнă. Унсăр пуçне, ку чухне вăл ку енĕпе ятарласа ĕçлекен институтсемпе, вăрлăхсен авторĕсемпе тỹррĕн çыхăнса ĕçлет.

Юрий Николевич пирки кирек кам та: «Чăн-чăн çĕр çынни», — тесе калама анчах пултарĕ. Чунĕ ыйтнипе нумай çул каялла пĕрре суйласа илнĕ çул-йĕрпе малалла утăмлани унăн чун-чĕрине çĕнĕ вăй-хал кỹрет, çĕнĕ çитĕнỹсене çывхартма хавхалантарать…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code