Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Ен кунĕсем

Чăваш Ен кунĕсем

иртнĕ Раççей Федерацийĕн Канашĕнче.

ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова профильлĕ комитетăн анлă ларăвне хутшăннă май, вĕренỹ тата культура инфратытăмне çĕнетес ыйту тавра калаçнă.

«Чăваш Енри çамрăксен 85 проценчĕ Пушкин карттипе усă курать. Ку кăтарту — çĕршывра чи пысăкки. 2022 çулта Сăр чиккисен строителĕсене халалласа мемориал хута янă. Тыл ĕçченĕсене сăвап туса пĕрремĕш хут Ĕмĕрлĕх çулăм чĕртнĕ. Раççейĕн тĕрĕллĕ карттипе те мăнаçланмалăх пур. Вăл Чăваш наци музейĕнче упранать. Проектпа малалла ĕçлетпĕр. Август уйăхĕнче регионсен тĕрĕллĕ карттин фестивалĕ иртет, А.Г.Николаев СССР космонавт летчик ячĕллĕ Мемориал комплексĕн реконструкци проектне хатĕрленĕ», — пĕлтернĕ Светлана Каликова. Чăваш Ен кунĕсем шайĕнче чăваш тумтирĕпе капăрлăхĕн тата ЧР тава тивĕçлĕ художникăн Георгий Фомиряковăн куравĕсем ĕçлеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code