Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Округ пурнăçĕ

Округ пурнăçĕ

Экзамен пирки

Электрон технологисем аталаннă май кирлĕ информаци илесси вăйлансах пырать.

Шкултан вĕренсе тухакансем патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн пĕтĕмлетĕвне халĕ патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче пĕлме пултараççĕ. Унтах 2019 çултанпа тытнă экзаменсен хаклавĕсене те тупма пулать. Çакăн валли чи малтанах çамрăк çыннăн хăйĕн çирĕплетнĕ страницине кĕмелле, унтан «Документсем» пая уçмалла, малалла — «Вĕренỹ». Çавăнта экзамен кăтартăвĕсене ыйтса яма та пулать.

Конкурс!

Елчĕк муниципалитет округне ĕçлĕ тĕл пулупа килсе çитнĕ «Чăваш Республикинчи промышленность тата инвестици аталану фончĕ» автономи учрежденийĕн ертỹçин çумĕ Сергей Лекарев июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа республикăра вăй илекен «Перекетлĕ пуçару» грант конкурсĕ пирки калаçнă.

«Перекетлĕ пуçару» конкурса, тĕпрен илсен, вĕрентỹ, культура, сывлăх сыхлавĕ, физкультурăпа спорт, халăха социаллă хỹтлĕх кỹрессипе, халăха тата бизнеса пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерессипе ĕçлекен организацисене тĕрев парас тĕллевпе йĕркеленĕ. Сергей Лекарев округри асăннă организацисен ертỹçисемпе тĕл пулнă май конкурса хутшăнса тĕрлĕрен проектсене ĕçе кĕртесси, çапла майпа ĕç тухăçлăхне ỹстересси пирки чарăнса тăнă.

Алкоголь продукцине суттармаççĕ

Кăçал июнĕн 24-мĕшĕнче килекен Çамрăксен кунĕнче лавккасенче яланхиллех алкоголь продукцине сутма чараççĕ.

Чăваш Республикинчи экономика аталанăвĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, çак ĕç Чăваш Республикин законодательствипе килĕшỹллĕн пурнăçа кĕрет. Çапла майпа июнĕн 24-мĕшĕнче лавккасенче тĕрлĕрен эрех, çавăн пекех сăрапа сăра напитокне, сидр, пуаре, кăрчама сутма юрамасть.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code