Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юхăннă çуртсенчен 4776 çемьене куçарнă

Юхăннă çуртсенчен 4776 çемьене куçарнă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйту «кашни çĕршывшăн, пирĕн çĕршывшăн — уйрăмах» пĕлтерĕшлĕ тенĕччĕ. Çĕршыв ертỹçи 2012 çулхи май уйăхĕнче йышăннă хушăвĕсенчен пĕрне шăпах çак ыйтăва халалланă.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин:

«Авариллĕ çурт-йĕре илсен, пĕтĕмĕшле тĕллеве пурнăçланă».

Çурт-йĕр ытларах тума пуçланине пурте куратпăр. Асăннă сферăра чылай федераци программи ĕçлет, вĕсен витĕмне пула Раççейре пурăнакансенчен нумайăшĕ пурăнмалли условине лайăхлатрĕ. Анчах та чи пысăк тĕллевсенчен пĕри авариллĕ çуртсенчен çынсене куçарасси пулчĕ.

Юхăннă çуртсем пирĕн несĕллĕхе нумай тăрса юлнă. Президент çак ыйтăва кирлĕ пек татса пама хушнă. Паллах, пĕр çулта ку проблемăна татса парайманни куçкĕрет. Çитменнине, ишĕлекен çуртсем çуллен хушăнсах пыраççĕ. Владимир Путин пĕтĕмĕшле илсен ку ыйту татăлнă терĕ. Вăл çакна 2012 çулччен юхăннă тесе йышăннă çуртсем пирки каларĕ.

Чăваш Енре 2013-2017 çулсенче çынсене ишĕлекен çуртсенчен куçарас программăна йышăннă. Çак тапхăрта республикăра пурăнакан 12 пин ытла çын хăйĕн пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатнă. Нумай хваттерлĕ юхăннă 841 çуртри 4776 çемье хăтлă çуртсенче пурăнма пуçланă. Вĕсене валли нумай хваттерлĕ 250 çуртра 192 пин ытла тăваткал метр пурăнмалли кĕтес çĕкленĕ е туяннă.

Программăна пурнăçлама федераци, республика тата муниципалитет бюджечĕсенчен укçа уйăрнă. Халăх хăй тăкакланман.

Çивĕч ыйту татăлман-ха. Паяна республикăра кăна 2012 çул хыççăн ишĕлекен çурт-йĕр тесе йышăннă çуртсен йышĕ 190-па танлашать. РФ Президенчĕ В.Путин ку ĕçе малалла тăсма каланă.

Чăваш Енре 2012-2017 çулсенче 4,6 млн тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр тунă. Ку вăл 65 пин хваттер! Тĕрлĕ программа пулăшнипе хăш-пĕр категоринчи çынсем пурăнмалли условине лайăхлатнă. Тĕслĕхрен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 2162 ветеранĕ, 3425 çамрăк çемье, 1351 тăлăх ача хăтлă кĕтеслĕ пулнă. Федерацин амăшĕн капиталĕпе усă курса — 37525, республикăннипе 4000 ытла çемье çурт-йĕр условине лайăхлатнă.

Совет саманинче те çак хăвăртлăхпа çурт-йĕр туман. Çавăн пекех вăл ахаль çынсемшĕн те тивĕçлĕ пулмалла. Чăваш Енре хăш-пĕр категорири çынсен ипотека ставкине субсидилеççĕ. Владимир Путин пуçарăвĕпе икĕ е ытларах ачаллă çемьесен ипотека ставки 6 процентран пысăкрах пулсан субсиди илес шанăç пур.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code