Вторник, 5 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçпе тивĕçтереççĕ

Ĕçпе тивĕçтереççĕ

Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри ĕç ярмăрккин иккĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ. Ăна тĕп хулари «Шупашкар — Арена» пăр керменĕнче июнĕн 23-мĕшĕнче йĕркеленĕ.

Республикăри 60 предприяти 8 пин ваканси презентациленĕ. Ярмăрккă ĕçне регионти паллă предприятисем хутшăннă. Информацие Улатăрти, Канашри тата Çĕмĕрлери «Работа России» кадр центрĕсенче те пĕлме пулнă. Ĕç шыракана професси шайне ỹстермелли е урăх профессие вĕренмелли майсем пирки, урăх региона ĕçлеме каякансене патшалăхран мĕнле пулăшу килнине ăнлантарса панă тата нумай ытти ыйту çине хуравсем панă.

Аса илтеретпĕр, апрель уйăхĕнче ĕç ярмăрккин пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕччĕ. Ун чухне 4 пин ытла çын ĕç шырама пынă. Вĕсенчен 500-шне ĕçпе тивĕçтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code