Хастарсем йĕркелесе пынипе округра пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакан ентеш-салтаксем валли кирлĕ япаласем пухса Украина çĕрĕ çине пĕрре мар ăсатрĕç. Укçа-тенке те, япаласене те «Пĕтĕмпех — çĕнтерỹ валли» проектпа килĕшỹллĕн пуçтараççĕ.
II Николай императора тата унăн çемйине вĕлернĕренпе 105 çул çитнине асăнса тата Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшас тĕллевпе округра Хĕреслĕ çул çỹрев иртрĕ, унта хутшăннă халăх кам укçа-тенкĕ, кам апат-çимĕç е япала пама кăмăл турĕ салтаксене. Мероприяти Канаш тата Беловолжски епископĕ Преосвященнейший Стефан пил панипе йĕркеленчĕ. Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Силуан атте, Сергей Краснов уйрăм предприниматель тата ыттисем йĕркеленипе хĕреслĕ çул çỹрев вăхăтĕнче пухнă япаласене çак кунсенче пĕр пысăк фурăпа Украина çĕрĕ çине илсе çитерчĕç ентешсем, унта салтаксемпе курса калаçрĕç. Ыр кăмăллăх ĕçне çавăн пекех предприятисемпе обществăлла организацисем, уйрăм пайтаçăсем хутшăнчĕç. Курнавăш ялĕнчи Роза Витальевнăпа Владимир Ильич Савастьяновсен çемйи ятарлă çар операцине хутшăнакан Илья ывăлĕ валли УАЗ автомашина туянса, ăна юсаса парса ячĕç. Çавăн пекех Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕн Вадим Черновăн пуçарăвĕпе тепĕр УАЗ, ятарлă çар операцине хутшăнакан Аслă Елчĕк çамрăкĕ Дмитрий Горшков хăй укçи-тенкипе туяннă Нива автомашинăсене ăсатрĕç.
Тăван кĕтесрен пулăшу килни салтаксен чунне ăшăтни, киле сывă-чĕрĕ таврăнма вăй-хăват пани каламасăрах паллă. Вĕсемпе çыхăнсах тăнă май унта мĕн кирлине аван ăнланаççĕ хастарсем. Ачасемпе аслисем шăрçаланă çырусем, ашшĕ-амăшĕ тата ытти тăванĕсем ятран панă посылкăсем чылай пулчĕç япаласен хушшинче. Хальхинче ентешĕмĕрсем патĕнче Силуан аттепе пĕрле 4-мĕш округри благочиннăй Василий Иванов иерей, Хăвăлçырма ялĕн чиркĕвĕн настоятелĕнче ĕçленĕ Олег атте пулчĕç.
— Пирĕн тĕп тĕллев — салтаксем валли кирлĕ япаласемпе пĕрле вĕсен тăванĕсемпе пĕлĕшĕсен чун ăшшине те илсе çитересси, вĕсене пиллесе хăварасси. Кашниех хăйсене хакланине, кĕтнине туйччăр, — палăртать Силуан атте.
Вăл, унта виççĕмĕш хут пулнăскер, пĕр кайнă чухне нумай ача патне çитес тата курса калаçас тĕллевпе ятарлă ирĕк илсе чылай хĕрỹ вырăна çитсе çаврăнать.
Е.ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: ăшă тĕл пулу.