Çын пурнăçĕнчи чи асра юлакан тапхăр — ачалăх. Иртен çулсем малаллах шултраланса пырсан та, çав вăхăт таппи сỹнмест — аса илỹсенче тăтăшах каялла таврăнать.
Паллах, ачалăх мĕн пур вăхăтрисен те пĕрешкел килмест. Унта историри тĕрлĕ пулăм витĕмĕ те пурах. Пирĕн, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче пĕр шухăшсăр чупса çỹренисен, вăл хăйне майлă ỹкерчĕкпе сăнланнă-тăр…
Ялта икĕ-вĕçĕ çемьере кăначчĕ телевизор. Хăш-пĕр чухне эпир хамăр касри Александров Канюç тете килне пуçтарăнаттăмăр. Халĕ, çĕнĕ технологи ĕмĕрĕ «ĕрĕхтерсе» пынă май пĕтĕмлетỹ тăватăн та, «сенкер экран» пирĕн ачалăхра сарăлманнине ырлатăп та. Куллен мĕн кăна туса ĕлкĕрместĕмĕр-ши? Шкултан килсенех кил-хуçалăхри ĕçсене пурнăçланă, атте-анне каласса кĕтмен. Аппасем пỹртре тимленĕ пулсан, арçын ачасем каланкка хутма вутă-шанкине хатĕрленĕ, выльăх-чĕрлĕх айсарăмне тасатнă, апат панă. Картише, хапха умне юртан хырса тасатнă. Касри ачасемпе хоккейла, вăрçăлла вылянă, юр кĕрчĕсен айĕпе окоп чавнă. Çав вăхăтрах анкарти хы-çĕнчи йĕлтĕр йĕрĕ нихăçан та юрпа хупланман.
Пирĕн вăхăтра Тимур отрячĕсен юхăмĕ вăйлă сарăлнăччĕ. Çакна йĕркелеме шкулта никам та хушман, хистемен пире. Тăрăмри хальхи «Анюта» лавкка вырăнĕнче колхоз правленийĕ, клуб, ял Канашĕн çурчĕ вырнаçнăччĕ. Çĕнĕ культура керменĕ хута кайсан клубăн кинобудки пирĕн алла куçрĕ — штаб туса хутăмăр. Унта пуçтарăнса тунă ĕçсем пирки канашлаттăмăр, тĕллевсене палăртаттăмăр, хамăрăн ĕç-пуç çинчен стена хаçачĕ те кăлараттăмăр.
Отряд ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕринче «Пионер сасси» (халĕ — «Тантăш») хаçата çырса янă хыççăн малашне те хăйсемпе çыхăнса тăма ыйтрĕç калем ăстисем. Вĕсемех пирĕн отряд ятне пачĕç: «Труд-22».
Пĕчĕк ĕçсене асăнмăпăр. Вутă касса, çурса тирпейлессине те пурнăçлаттăмăр. Ытларах чухне каçхине, вăрттăн, юпа çутипе усă курса. Çынсем ан курччăр, ан сисчĕр тенĕ ĕнтĕ. Романтика пулнă пирĕншĕн çакăн пек десант. Акулина Волкова (ялта Арçук арăмĕ тетчĕç) пĕр шăматкун Тĕмер чиркĕвне кайсан картишĕнчи вăрман пурлăхне пĕтĕмпех ĕçе кĕртмелле тирпейлесе хунăччĕ. Унăн хỹме хапхи çỹллĕ марччĕ те, каçса кĕресси хĕн пулман.
Канмалли кунсенче колхоз уйĕнче юр тытассине те йĕркелеттĕмĕр. Вырсарникун янкăр уçă çанталăкра йĕлтĕрсем сырса хире тухаттăмăр. Мулкач йĕрĕ çине ỹксен, унăн чуппине курсан пысăк киленĕç пулнă пирĕншĕн.
Ĕнерхи тимуровецсем каярахпа хăйсен хастарлăхĕпе тĕрлĕ сферăра çĕкленме пултарчĕç. Василий Фадеев студентсен строительство отрядне ертсе пынă, вăл — «Хисеп Палли» орден кавалерĕ. Николай Енедеров, хăйĕн пĕтĕм пурнăçне «Рассвет» ЯХПКпа çыхăнтарнăскер, РФ тата ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Михаил Скворцов ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ пулса тăчĕç. Виталий Тихонов — пысăк квалификациллĕ газоэлектросварщик, унăн ылтăн аллисемсĕр округри хăш-пĕр произодство участокĕнче паян ĕç чарăнса ларнăнах туйăнать…
«Çуркунне çут тĕнче пит хитре». Çут çанталăк чĕрĕлнĕ май çĕнĕ пурнăç пуçланать тейĕн. Кĕçĕн Пăла юхан шывĕ хĕрринчи улăх кăштах шывпа хупланатчĕ. Хĕвел ăшшипе çарран çат-çат тутарса чупаттăмăр вара. Нỹрĕ çухалсан футболла, лапталла выляттăмăр. Каçсерен хĕрсемпе каччăсем тĕрлĕ вăйă йĕркелетчĕç, айккинчен сăнаса тăма интереслĕ пулнă пире.
Çурхи тапхăрта çамрăксем культура çуртне тăтăшах çỹремен. Урамри пĕренесем çине вырнаçнă та купăс çемĕпе чăваш юррисене шăрантарнă…
Çулла — хĕрỹ тапхăр. Ачасен каникулĕ уйра иртнĕ темелле. Икĕ-тăватă пай таранччен чĕкĕнтĕр лаптăкĕччĕ. Миçе йăранччĕ-ха! Тăршшĕ тата! Куç хăранă пулсан та аслисемпе пĕрле пилĕк авса сайратнă, çумланă. Уйра апачĕ те питĕ тутлăччĕ çав: ыраш çăкăрĕ, уйран, чăмăрла пĕçернĕ çăмарта тата çĕр улми.
Ĕç çи пуçлансан ял пушшех пушанса юлатчĕ. Тукаспа Анаткасран 12-14-шар лаша кỹлĕнетчĕ улăм турттарма. Василий Скворцовпа иксĕмĕре пĕрремĕш çулхине хирте ĕçлекенсем патне ĕçмелли шыв турттарма шаннăччĕ. 2-мĕш класс кăна пĕтернĕ пулсан та «Гнедка» лашана кỹлсе-тăварма пултарнă. Тепĕр икĕ çултан эпир те арпа-улăм турттаракансен йышне кĕтĕмĕр. Ун чухне стогометатель, волокуша таврашĕ пулман-ха. Хушăка хĕрарăмсем питĕ çỹллĕ, тăпăл-тăпăл купалатчĕç. Чикмек çине тăрса вăрăм авăрлă сенĕксемпе çỹлелле хăпартатчĕç улăма. Епле чăтăмлă пулнă-ха аннесем! Ĕç вĕçленетчĕ те, лашасене ăмăртмалла ялалла хăваланă эпир. Вĕсем ĕшеннине те шута илмен вĕт-ха. Айванлăх ĕнтĕ, халь шутлатăн та.
Ирхине 6 сехетрен юлмасăр хире çул тытнă, хĕвел ансан çеç таврăннă. Пĕр çулхине, кăнтăрла çил питĕ вăйлă пулнăран, ритван çинче улăм тытăнса тăмастчĕ, çавна май Петр Волков бригадир çурçĕр иртсен 1 сехетре ĕçе йыхравлани те пулнă. Виçĕ-тăватă хутчен çапла.
Арпана та сая яман. Кỹршĕллĕ Исемпелсем тата малалла кайнăччĕ: ăна шăпăрпа шăлса тиетчĕç. Халĕ… улăм та, арпа та кирлĕ мар. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен уйсенчи пуçтару ĕçĕсене вĕçлеме ĕлкĕрнĕ ун чухне…
Кĕркунне акнă-лартнă çимĕçе алла илме хутшăннă. Çĕр улмипе ытти тымар çимĕç кирек хăш колхозра та пысăк лаптăк йышăннă. Вĕсене пуçтарассинче колхозниксемпе пĕрле 5-11 классенчи ачасем те айккинче юлман. Халĕ шкулта мĕн ĕçлеттермеллине те депутатсем татса параççĕ. Тĕлĕнмелле!
…Хыçа юлчĕ ачалăх. Шкул çулне пир сумкăпа, утюгпа якатман кĕпепе уçнă пулсан та, телейлĕччĕ эпир. Джинс шăлавар тăхăнса е шоколад çисе курмасан та, телейлĕччĕ эпир. Ахаль телефон мĕнне пĕлмесен те, саплăк тумпа çỹресен те — телейлĕччĕ эпир…
Николай МАЛЫШКИН.