Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕле хатĕр пулмалла

Хĕле хатĕр пулмалла

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Чи малтанах округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Сергей Волков сăмах илчĕ, хуçалăхсенче тыр-пул пухса кĕртес тата выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе пурнăçланакан ĕç-хĕл пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Сентябрĕн 7-мĕшĕ тĕлне округри хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене йăлтах ампара кĕртсе хунă. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 35,5 центнерпа танлашать.

«Иккĕмĕш çăкăра» 192 гектар çинче (52 процент) 5070 тонна кăларнă. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 264 центнерпа танлашать. Кĕрхисене районта 6901 гектар акса хăварма палăртнă. Хальлĕхе 4783 (69) гектарне акма ĕлкĕрнĕ. Кĕрхи çĕртме сухине 17177 гектар çинче пурнăçланă (73 процент). Хуçалăхсенче халĕ кукуруза вырса силоса хывас ĕç пырать. Паянхи кун тĕлне 792 гектарне (62 процент) вырнă.

Çанталăк яланах çакăн пек уяр та типĕ тăмасть. Çавна май мĕн пур кĕрхи ĕçсене (кĕрхи çĕртме сухи тăвассинчен пуçласа хирсенче сапаланса выртакан тюксене фермăсен çывăхне турттарасси таран) пысăк тăрăшулăхпа пурнăçлать çĕр ĕçченĕ.

Муниципалитет округĕн администрацийĕн сторительство, çул-йĕр хуçалăхĕн тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 2023-2024 çулсенчи хĕллехи ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесси çинчен каласа пачĕ.

Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланасси те инçе мар. Хутăнмалли объектсем хĕллехи сезона чылай маларах хатĕр пулмалла. Хатĕрлĕхĕн вăтам кăтартăвĕ 98,6 процентпа танлашать. Сывлăх сыхлавĕ, вĕренỹ, культура тата ытти тытăмра ку енĕпе ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ.

— Кĕркунне-хĕлле чрезвычайлă лару-тăрусем сиксе ан тухчăр тесен энергетика тата коммуналлă хуçалăх тытăмĕ кал-кал ĕçлемелле, — палăртрĕ Леонард Левый.

Çỹп-çапа, типнĕ курăка çунтарассинчен асăрханмалла. Çавăнпа та ку енĕпе хуçалăх ертỹçисемпе ĕçченĕсен питĕ тимлĕ пулмаллине палăртрĕç.

Ларура ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code