Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юрий Борисова асăнса

Юрий Борисова асăнса

Тăххăрмĕш çул шкул ачисем çуркуннехи каникул вăхăтĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерне Ю.Борисов воин-интернационалиста асăнса ирттерекен стрит-баскет ăмăртăвне хутшăнаççĕ.

Кăçал 2003 çулта çуралнă тата унран кĕçĕнрех шкул ачисем хĕрÿ тупăшăва тухрĕç. Ăмăртăва арçын ачасен 8, хĕрачасен 6 команди хутшăнчĕ. Хĕрачасенчен Кивĕ Эйпеç шкулĕ пĕрремĕш, Аслă Елчĕксемпе Лаш Таяпасем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Арçын ачасенчен чи маттуррисем Патреккелсем пулчĕç. Аслă Таяпасем иккĕмĕш, Елчĕк шкулĕ виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code