Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Фермерăн тĕрлĕ енлĕ ĕçĕ

Фермерăн тĕрлĕ енлĕ ĕçĕ

Нумай ҫул хресчен (фермер) хуҫалӑхне йӗркелесе ертсе пыракан Чӑваш Тӑрӑм ялӗнчи Валерий Петрович Смирнов ÿсен-тӑран культурисене туса илессипе тимлет, ферма та тытать — мӑйракаллӑ шултӑра выльӑх, ҫав шутра сӑвӑнакан ӗне выльӑх та ӗрчетет.

Фермерӑн пӗтӗмпе усӑ куракан ҫӗр лаптӑкӗ — 1700 гектар. Пысӑках мар йышпа ӗҫлеме тивекен уйрӑм ҫыншӑн, каламасӑрах паллӑ, ку чухлӗ ӗҫ калӑпӑшӗ самаях пысӑк шутланать. Ҫакна кура акӑнакан лаптӑксен структурине ҫирӗплетнӗ чухне унӑн чи малтан ӳсен-тӑран культурисен хӑш тӗсне маларах акма е пухса кӗртме пулнине шута илме тивет. Ҫавӑн чухне тин палӑртнӑ ӗҫсене кал- кал, вӗҫе-вӗҫӗн пурнӑҫлама пуласси пирки ӗмӗтленме пулӗ. Кӑҫал ҫурхи культурӑсем — 550, кӗр тыррисем — 200, нумай ҫул ӳсекен курӑксем 609 гектар йышӑннӑ.

Хальлӗхе вара фермерӑн тыр-пул ҫапса тӗшӗлекен комбайн та пӗрре анчах. «Уй-хир карапӗн» сезонра тивӗҫекен ӗҫ калӑпӑшӗ пысӑк пулнине пӑхмасӑр, иксӗлми вӑй-халпа тимленине кура, хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче уй-хирте ҫитӗннӗ пуянлӑха пӗтӗмпех тӑкаксӑр алла илнӗ. Йывӑрлӑхсене парӑнман Валерий Смирнов ҫӗнӗ ӗмӗт-тӗллевпе шав малалла утӑмлать, ӳсен-тӑран культурисене туса илессинчи ӗҫе, лару-тӑрӑва шута илсе, тӗрлӗ енлӗн йӗркелесе пыма тӑрӑшать. Кӑҫал округри «Россельхозцентр» специалисчӗсем пулӑшнипе пуҫласа апробаци туса (хирте ӳснӗ чухне сорта тӗрӗслесе ҫирӗплетни) тӗллевлӗн клевер вӑрлӑхӗ туса илме тытӑнни те ҫакна ҫирӗплет се парать. Вӑрлӑх валли тесе уйӑрнӑ ҫак культурӑна малтанласа 80 гектар ҫинче ҫитӗнтернӗ, акнӑ лаптӑксене вӑхӑтра ҫапса тӗшӗлеме те ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Ятарласа ҫирӗплетнӗ ушкӑн иртнӗ кунсенче шӑпах клевер вӑрлӑхне тасатса аллассипе тимлерӗ. Вӑрлӑх культурӑна тасатма ятарласа ПЕТКУС ГИГАНТ К-531 йышши агрегат вырнаҫтарнӑ. Петр Николаев машинист хӑватлӑ ял хуҫалӑх машинине тухӑҫлӑ, кӑлтӑксӑр ӗҫлеттерме пултарнипе палӑрчӗ. Вырӑнта пуҫласа усӑ куракан вӑрлӑха тасатса аллакан агрегата пӑхса-сӑнаса тӑрас, регулировка тӑвас ӗҫре «Россельхоцентрӑн» округри уйрӑмӗн ертӳҫин Олег Карсаковӑн тупи пысӑк пулчӗ. Вӑл малтан тӗш тырӑ тата нумай ҫул ӳсекен курӑксен вӑрлӑхӗсене туса илессипе ятарласа тимлекен «Комбайн» хуҫалӑхра ӗҫлесе пухнӑ пысӑк ӑсталӑхне пӗр сӑмахсӑрах вӗсене алла илме пулӑшма пулчӗ.

Лайӑх алласа тасатнӑ вӑрлӑха Людмила Савинова тата София Албутова турех виҫе витӗр кӑларса михӗсене тултараҫҫӗ, 50 килограмм йывӑрӑшӗ таяканскерсене ҫӗлесе ҫыхнӑ хыҫҫӑн сутма хатӗрлеҫҫӗ.

Чун-чӗрипе ҫӗр ӗҫне парӑннӑ Валерий Смирнов пуҫӑннӑ ҫӗнӗ ӗҫшӗн пӗрре те укӗнмест. Пачах тепӗр майлӑ, нумай ҫул усекен курӑксен вӑрлӑхӗсене туса илес ӗҫе малашне тата анлӑрах йӗркелесе пыма ӗмӗтленет. Алла пулсан, хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче ҫитес ҫул вӑрлӑх туса илме тата ытларах лаптӑк уйӑрасси паллӑ. Вӑрлӑх туса илессинчи пӗрремӗш хӗру ӗҫ ҫи хыҫҫӑн фермер тата ҫакна та ӑнланса илчӗ, асӑннӑ ПЕТКУС ГИГАНТ К-531 йышши агрегат ҫумне пучахра тӑрса юлнӑ пӗрчӗсене тӗпрен ҫапса тӗшӗлеме май паракан клеверотерка вырнаҫтармалла. Польша ҫӗршывӗнче туса кӑларнӑ ҫак агрегата фермер ӑҫтан туянма пулнине те тупса хунӑ ӗнтӗ…


Светлана АРХИПОВА.
Автор сӑн ӳкерчӗкӗсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code