Республикăри 25 ача Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн стипендине илме тивĕç пулнă.
Çакăн çинчен калакан Хушăва республика ертỹçи алă пусса çирĕплетнĕ. Хастаррисен шутне пирĕн округăн 2 вĕренекенĕ кĕнĕ: Елчĕк шкулĕнчи 11-мĕш кадет класĕнче пĕлỹ илекен Дарья Долгова тата Елчĕкри искусство шкулĕн воспитанникĕ Камилла Львова. Хĕрсем иккĕшĕ те олимпадăсене, конкурссене хастар хутшăнаççĕ.
Дарья технологи предмечĕпе республика шайĕнче иртнĕ олимпиадăра призерсен йышне кĕме тивĕçнĕ. Вĕренỹре «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать вăл.
Пареккел шкулĕнче пĕлỹ илекен Камилла та мĕн пур енĕпе пултаруллă. «4» тата «5» паллăсемпе вĕренекенскер шкул тата унăн тулашĕнчи мероприятисенче, спорт ăмăртăвĕсенче харсăр. Елчĕкри икусство шкулĕнче ăсталăхне туптама та ĕлкĕрет.
Стипенди вĕренме тата та хавхалантарнине пĕлтереççĕ хĕрсем. Уйăхсерен 550-шар тенкĕ илсе тăни вĕсемшĕн — пысăк пулăшу.
(Хамăр корр.).