Чăваш Республикин Пуçлăхĕн вырăнти пуçарулăха тĕпе хурса социаллă ыйтусене татса парассипе çыхăннă указĕ — «Пуçару бюджечĕ» вăя кĕнĕренпе Лаш Таяпа территори пайĕнче чылай ĕç пурнăçланчĕ.
Нимелле, пысăк йышпа пуçтарăнса ĕçлеме ялсенче çăмăл мар халĕ. Асăннă программăпа вара темĕн те тума пулать. Йывăрлăхĕ пур, паллах: патшалăхран укçине илес тесен пĕр пайне халăхран хывмалла. Çăмăл мар ăна пуçтарма. Программа тинтерех кăна вăя кĕнĕ чухне çынсенчен укçа-тенкĕн 40 процентне хывмаллаччĕ. Юлашки çулсенче 10-12 процент çеç. Çакна пула проектсен шучĕ нумайланчĕ.
Çак майпа усă курса ялсенче тĕрлĕ ĕç пурнăçларăмăр: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăксене, масар картисемпе çурчĕсене çĕнетрĕмĕр, пĕвесене, çăлкуçсене юшкăнран тасатрăмăр, кĕперсене юсарăмăр, пушар машини валли ăшă гараж хăпартрăмăр, урамсенчи çулсене вак чул сарса хытартăмăр, асфальт сартăмăр, ача-пăча тата спорт площадкисем вырнаçтартăмăр…
Кăçал «Пуçару бюджечĕпе» уйрăмах тухăçлă ĕçлерĕмĕр темелле — 12 миллион тенкĕлĕх объектсене çĕнетнĕ.
Çитес çул та ăнăçлă тимлесси кăçалах кирлĕ суммăна вăхăтра пуçтарса панинчен нумай килет. Ĕç вара пысăк йышпа, вăйпа кăна ăнать. Ялсен сăн-сăпатне çĕнетессинче пысăк тỹпе хывнăшăн ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Ю.Попова, округри Депутатсен пухăвĕн депутатне В.Рахмуллина, В.Меметовпа В.Егоров уйрăм пайтаçăсене, ял старостисене — А.Осипова, Н.Казначеевăна, И.Ермаковăна, В.Воробьевăна, И.Черновăна тата хуласенчи хастар ентешсене тав сăмахĕ калатăп.
Светлана ЕРМАКОВА,
Лаш Таяпа территори пайĕн начальникĕ.