Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Тĕп тивĕç — халăха лăпкăлăхпа тивĕçтересси

Тĕп тивĕç — халăха лăпкăлăхпа тивĕçтересси

Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен професси уявĕ умĕн эпир ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн муниципалитетсен хушшинчи Елчĕкри полици пайĕн начальникĕпе Илнур Минигалиевпа курнăçрăмăр, кăçалхи 10 уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетме ыйтрăмăр.

Полици пайĕн ĕçченĕсем преступленисен шутне чакарас, граждансен прависемпе интересĕсене хỹтĕлес, обществăлла вырăнсене лăпкăлăхпа тивĕçтерес, пурлăха упрас, терроризмран асăрханас тĕллевпе профилактика ĕçĕсене пурнăçласах тăраççĕ. Ĕç коллективĕсемпе, халăхпа тачăрах çыхăну тытса пĕрлехи профилактика кунĕсем ирттересси, йĕрке хуралĕн ытти органĕсемпе, территори пайĕсен пуçлăхĕсемпе, ялсенче йĕркеленнĕ профилактика канашĕсемпе, халăх дружинин членĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлесси йăлана кĕнĕ.

Кăçалхи 10 уйăхра округ территорийĕнче 79 преступлени (иртнĕ çулхи çак тапхăрта 76) тунине тупса палăртнă. Вăтам йывăрлăхлă преступленисен шучĕ 17-рен — 9, вĕлерессипе хăратни 17-рен — 13, ултавпа çыхăнни 13-рен — 9 тĕслĕх таран чакнă. Йывăр преступленисене 14 тĕслĕх (9) регистрациленĕ, уйрăмах йывăр преступленисем пулман. Йывăр преступленисене уçса парас енĕпе уйрăмах тăрăшса ĕçленĕ — вĕсене уçса параслăх 93,8 (54,5) процентпа танлашнă.

10 уйăхра округ территорийĕнче теприне вĕлернĕ, çаратнă преступленисем пулман. Пĕлсе тăрсах теприне йывăр тата çăмăл сиен кỹрессипе, хĕненипе, мăшкăлланипе, хваттер çаратассипе, ултавлă майпа банк картти çинчен укçа-тенкĕ куçарса илессипе çыхăннă преступленисене 100 проценчĕпех уçса панă.

Контактсăр мелпе улталассипе (карас телефон, интернет урлă) теприн укçи-тенкине вăрланă тĕслĕхсем ỹссех пыни пăшăрхантарать. Ултавçăсенчен асăрханмалли, вĕсен сăмахĕсене шанса укçа-тенкĕ куçарса памалла марри пирки телевиденипе те кăтартаççĕ, хаçатра та час-часах- çыратпăр, интернетра та вуласа пĕлме пулать. Анчах улталаннă тĕслĕхсене республикăри йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем кашни кунах шута илеççĕ. Чăваш Енре кăçал çакнашкал преступленисен шучĕ 20 процента яхăн ỹснĕ. Шел пулин те, ултавçăсем кỹнĕ тăкак та ỹссех пырать.

Пирĕн округра çакăн евĕр 12 тĕслĕх регистрациленĕ кăçал: Елчĕк территори пайĕнче — 6, Курнавăшра — 2, Лаш Таяпа, Аслă Таяпа, Аслă Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш территори пайĕсенче 1-ер тĕслĕх пулнă. Ултавпа çыхăннă тăкак 1 млн та 402 пин тенкĕпе танлашнă. Майлă самантпа усă курса эпĕ вулакана хаçат урлă асăрхаттарасшăн. Ултавçăсен серепине ытларах кам çакланать? Статистика çакна çирĕплетет. Ытларах чухне хĕрсемпе хĕрарăмсем, кинемейсем хур тỹсеççĕ. Ватăсем пирки калас пулсан, çакă паллă: маларах вĕсем нумайрах шар куратчĕç. Мĕншĕн тесен компьютерпа, интернетпа ытлашши туслă мар. Хальхи вăхăтра та ватăсем ултавçăсен вăлтине çакланаççĕ-ха, анчах вĕсем сахалрах. Паян 35-50 çулсенчи çынсем ытларах шар кураççĕ. Хăйсене никам та улталаймасть тесе шухăшланипе çыхăннă пулĕ çакă. Пĕтĕм преступление тишкернĕ хыççăн ултавçăсем усă куракан чи анлă сарăлнă пилĕк меслете палăртма пулать:

  • çын патне шăнкăравласа хăйĕнпе банк ĕçченĕ е йĕрке хуралçи тесе паллаштарни;
  • «Анне, эпĕ аварие лекрĕм» тесе сехĕрлентерни;
  • тавар сутнă-туяннă чух ултавлă сайтсем урлă шар тỹсни;
  • çамрăксен хушшинче инвестици, криптовалюта çинче тупăш тăвасси анлă сарăлни;
  • соцсетьре укçа кивçен ыйтни (аккаунта çĕмĕрсе çав çын ятĕнчен тусĕсем патне пулăшу ыйтса çыраççĕ). Преступниксем питĕ чее, çав вăхăтрах лайăх психологсем. Çавăнпа та халăха тимлĕ пулма, палламан çынсемпе телефонпа е социаллă сетьсем урлă çыхăнасран асăрханма ыйтатăп. Паян Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕн кунĕ. Пирĕн тĕп тивĕç — халăха куллен лăпкăлăхпа тивĕçтересси. Çак çăмăл мар ĕçре эпĕ кашни сотрудниках тата вĕсен çемйисене, йĕрке хурал ĕçĕн ветеранĕсене саламласа ырлăх-сывлăх, ăнăçусемпе çитĕнỹсем, çемьере килĕшỹпе ăнлану, лăпкăлăх сунатăп. Палăртнă ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕрсе, ĕçĕрсем ăнса пыччăр. Уяв ячĕпе пурне те.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code