Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Нушаллă пурнăç халĕ те асрах

Нушаллă пурнăç халĕ те асрах

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсен стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмĕнче тĕрлĕ шăпаллă çын хỹтлĕх тупнă.

Луиза Порфирьева (хĕр чухнехи — Зайцева) пирĕн пата килни нумаях мар-ха. Типтерлĕ, сăпайлă, сăмаха ытлашши ваклама юратман хĕрарăм вăл. Сăн-питĕнчен те курăнать — пурнăçĕ çăмăл пулман унăн.

Луиза Петровна Тăрмăш ялĕнче 1940 çулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Аппăшĕ — виçĕ çул аслăрах. Тăлăх ỹснĕ иккĕшĕ те. Ашшĕ вăрçăра вилнĕ. Амăшне, хирте ĕçленĕ чух кĕсйине тырă чикнĕшĕн, тĕрмене ăсатнă. Пĕчĕкскерсене вара амăшĕпе пĕр тăванĕ пăхнă. Темĕнле йывăр пулсан та Люся 7 класс пĕтерме май çитернĕ.

Хĕр ачана ашшĕпе пĕр тăванĕ Мускава илсе каясшăн пулнă, анчах амăшĕ тĕрмерен инвалид пулса таврăнать — мĕнле пăрахса хăварăн? Колхозри тĕрлĕ ĕçе хутшăнать. Сысна ферминче мĕн чухлĕ михĕ, шыв йăтман-ши? Хĕлле те резина атă кайман ураран. Çакăн пек самантсене Люся аппа куççульсĕр аса илеймест.

Çулсем иртнĕ май ялти Арсентий Порфирьевпа çемье çавăраççĕ, хĕрпе икĕ ывăл çут тĕнчене килеççĕ. Анчах арçынсем виççĕшĕ те вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Хĕрĕ — Ира — 1964 çулта çуралнăскер, Мускавра суту-илỹ сферинче тимлет. Амăшĕ патне шăнкăравласах тăрать вăл.

Стационара киличчен Луиза Петровнăна Лия Осипова фельдшерица, кỹрши — Ольга Порфирьева пăхса тăнă. Вăрçă ачи вĕсене тав туса кăмăлтан аса илет.

Юрий ГОРДЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code