Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сывă пулччăр ачасем

Сывă пулччăр ачасем

Эх, анне чĕри çунать-çке.
Вăл ялан çапла.
Çумĕнчи ăшă çуначĕ
Пушшине туйсан…

Сăмахăм Хăвăлçырма ялĕнче пурăнакан Елизавета Муллина çинчен пулĕ.

Елизавета Владимировна 1965 çулта Кỹлпуç ялĕнче Владимирпа Зоя Карсаковсен çемйинче кун çути курнă. Хăвăлçырмари 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкулта вăтам пĕлỹ илет. Пĕчĕккĕллех Лиза шут ĕçне кăмăлланă, çавăнпа-тăр ниçта та мар, бухгалтер специальноçне алла илес тĕллевпе Ярославль хулинех çул тытать. Унта 1982-1985 çулсенче вĕренсе алла диплом илет.

Ĕç кĕнекин пĕрремĕш страницине Елизавета Çирĕклĕ Шăхаль ял Советĕнчен пуçлать. Çулталăкранах çĕршывăн тĕп хулине çул хывать, бухгалтерах вырнаçать.

Пилĕк çул иртет. Ашшĕпе амăшĕ, хăйсен сывлăхĕ хавшанипе, ăна тăван киле килме ыйтаççĕ. Çурт-йĕре те çĕнетмелле тесе сăлтавне пĕлтереççĕ. 1991 çулта яла отпуска килсен «Мир» колхоз председателĕ Николай Осипов та хуçалăхра шут ĕçченĕ кирлине пĕлтернĕ хыççăн Лиза яла таврăнма килĕшет.

Ашшĕпе амăшĕшĕн чăн-чăн тĕрек пулса тăрать вăл. Хулари предприятири тата колхозри бухгалтери ĕçĕсенче танлашу çукраххине аса илет Елизавета Владимировна. Çамрăка правлени ĕçченĕсем май çитнĕ таран пулăшнă. Хăйĕн наставникĕ тесе вара вăл Галина Петровна Клечковăна палăртать.

Ялти çамрăк хĕре Хăвăлçырма каччи Юрий Муллин куç хывать. Вĕсем шкулта пĕр класрах вĕреннĕ-ха. 1993 çулта туй кĕрлеттереççĕ Муллинсем.

— Хамăн шăпана ỹпкелеместĕп, — тет ентешĕм. — Мăшăрпа 30 çул пурăнса пĕр сивĕ сăмах та илтмен унтан. Виçĕ ывăл çуратса ỹстертĕмĕр. Кил-çурта, хуралтă таврашне тĕпрен улăштартăмăр. Пăянампа, Мария Никитичнăпа, тăватă çула яхăн анчах пĕрле пурăнтăмăр. Пăятам, Иван Сергеевич, вăрçă ветеранĕ пулнă. Май çитнĕ таран пулăшса пыратчĕ пире. Ачасене те кирлĕ воспитани пама нумай пулăшрĕ. Шел, 2010 çулта пиртен уйрăлса кайрĕ вăл.

Ывăлсем пĕрин хыççăн тепри килнĕ çут тĕнчене Муллинсен. Асли — Александр — 1995 çулта çуралнăскер, Мускаври Газпром компанийĕнче тĕп инженер пулса тăрăшать. Кĕçĕнни, 20 çулти Сергей те тĕп хулара: инженер-программиста вĕренет.

— Ир тăрсан та, каç выртсан та вăталăх ывăл шутлаттарать мана паянхи кун. Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах Андрей ывăлăм çавăнта, — пăшăрханса калаçать Елизавета Владимировна. — Салтака 2020 çулхи кĕркунне илчĕç ăна. Мускав облаçĕнчи Наро-Фоминск хулинчи чаçе лекрĕ. Унтах контракт мелĕпе юлчĕ. Çара кайиччен Шупашкарти кооператив институтĕнче вĕренчĕ. Халь вăл аслă лейтенант, артиллерист. Яланах уншăн Турра кĕл тăватăп.

Мăшăрĕ, Юрий Иванович, вахта мелĕпе Мускавра ĕçлет. Çемье выльăх-чĕрлĕх йышлă тытать. Сăвăнакан ĕне — иккĕ. 2009 çултан вара хĕрарăм кил-хуçалăхĕнче тăрмашать.

— Хĕрарăм, анне шăпи çавăн пек вăл ялан. Хĕрарăм ача çуратсан вутлă кĕпе тăхăнать тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем. Пуриншĕн те таса тỹпе пултăр, пурин те ачисем, çывăх çыннисем сывлăхлă пулччăр, — тесе калаçăва вĕçлерĕ амăшĕ.

Елизавета Владимировна каланă пек пултăрччĕ, кашни амăшĕн питĕнче йăл кулă çиçтĕр, савăнăç куççулĕ анчах пултăр!

Зинаида МИХЕЕВА,
ялти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code