Хăш-пĕр çынна ăнать çав: пĕр кунтах икĕ-виçĕ пулăма паллă тăвать.

Чăваш Тăрăмĕнчи Илья Горбунов, акă, Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче хăйĕн 90 çулхи юбилейне кĕтсе илчĕ. Ашшĕ вăрçăра хыпарсăр çухалнăран, вăл ун хỹттисĕр ỹснĕ. Йывăр пулнă, çапах та парăнман. Ялти шкула пĕтерсен колхозра прицепщикра тăрăшнă. Карели çĕрĕ çинче 3 çул çар тивĕçне пурнăçланă, сержант званипе таврăннă. Ун хыççăн юлташĕсемпе пĕрле Канашри механизаци шкулĕнче тракторист профессине вĕреннĕ.
Часах техники те тупăнать ĕçлес текен çамрăка. Унтанпа пĕр кун сиктермесĕр 34 çул стаж пуçтарнă вăл. Илья Николаевич шанăçа тỹрре кăларма хăнăхнă та, ăна Аслă Таяпа ял Канашĕн депутатне суйланă. Наставник хăйĕн ĕмĕрĕнче нумай çамрăка техникăна юратма вĕрентнĕ.
Чылай наградăна тивĕçнĕ пенсионер хăйне телейлĕ тесе шутлать, мĕншĕн тесен ĕмĕрне юратнă ĕçе халалланă, унпа пĕрлех чыс, хисеп, ырă ят çĕнсе илнĕ. Мăшăрĕпе — Нина Филипповнăпа — хăтлă кил-çурт çавăрнă, 3 ача пăхса ỹстернĕ. Шел пулин те, халĕ юратнă арăмĕ юнашар çук.
Илья Николаевич Саша ывăлĕпе, Оля кинĕпе тата Таньăпа Анюта мăнукĕсемпе пурăнать. Чаплă пулăмсемпе эпир ăна саламласа çирĕп сывлăх, телей сунатпăр.
Васса КРАСНОВА.
Чăваш Тăрăмĕ.

