Раççей Федерацийĕн Конституцине 1993 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм халăх сасăлавĕпе йышăннă. Вăл Раççей патшалăх уявĕсенчен чи пĕлтерĕшли шутланать.
Конституци — Раççейĕн мĕн пур право тытăмĕн шăнăрĕ пулса тăрать, ытти саккунсен шухăшĕпе пĕлтерĕшне палăртать. Ăна йышăннăранпа документа хăш-пĕр тỹрлетỹсем кĕртнĕ. 1990 çулсенче Раççей Конституцийĕ политикăн икĕ кризисне чăтса ирттернĕ. Çĕршыв историйĕнче пĕтĕмпе пилĕк Тĕп документ çирĕплетнĕ: 1918, 1924, 1936, 1977 тата 1993 çулсенче. Малтанхи тăваттăшĕ социализм сĕмĕллĕ пулнă, урăхла каласан, вĕсенче палăртнă принципсем пурнăçланман.
Çỹхе, хĕрлĕ хуплашкаллă, ун çине кĕмĕлпе Раççей гербĕ сăнланнă тата ылтăнпа «Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ» тесе çырнă. Унăн инаугураци изданийĕ Кремльте çĕршыв ертỹçин библиотекинче упранать. 30 çул каялла йышăннă сумлă документа хатĕрлеме пине яхăн çын хутшăннă. Тавлашуллă самант чылай пулнипе виçĕ çуллăха тăсăлнă çак ĕç. Çапах та Конституцие çĕнĕлĕхсем кĕртесси те пулать. Çакă, сăмахран, Раççей чикки улшăннипе тата ытти самантпа çыхăннă.