Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Астăвăм» экспозицийĕ пулĕ

«Астăвăм» экспозицийĕ пулĕ

2018 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнче Раççей Оборона министерствин «Патриот» культурăпа кану центрĕнче 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалласа Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен чиркĕвне тума пуçлани, çак ĕçе 2020 çулхи майăн 9-мĕшĕнче вĕçлеме палăртни пирки маларах хаçатра пĕлтернĕччĕ.

Унтах «Астăвăм» ятпа экспозици хатĕрлесе çак вăрçа хутшăннă кашни çыннăн хушаматне çырма, сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарма палăртаççĕ. Çавăнпа та граждансене хăйсен вăрçăра пулнă тăванĕсем пирки информаци пуçтарса вĕсене фотопа пĕрле ял тăрăхĕсен администрацийĕсене çитерме ыйтатпăр. Кашни материалта вăрçа хутшăннă çыннăн тулли ячĕ, биографийĕ пулмалла, мĕнле наградăсене тивĕçнине, мĕнле званиллĕ пулнине палăртмалла. Ыйтусем пулсан 45-93-01 номерлĕ телефонпа /Владимир Геннадьевич Мареев/ çыхăнма пултаратăр.

А.МОКРУШИН,
Чăваш Республикин çар комиссарĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code