Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Вĕрентекен пулма çуралнăскер

Вĕрентекен пулма çуралнăскер

Кăçал, Педагогпа наставник çулталăкĕ пулнă май, чылай паллă çынсен юбилейĕсене паллă турăмăр. Вĕсен шутĕнче — Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулне уçаканĕ, çĕнĕ чăваш çырулăхне, букварьне пуçарса яраканĕ Иван Яковлевич Яковлев тата ăна пулăшаканĕ, пĕрремĕш вĕренекенĕ Алексей Васильевич Рекеев çуралнăранпа 175 çул çитнине те. Вĕсем иккĕшĕ те пирĕн тăрăхшăн — тăвансем пекех: Иван Яковлев Кивĕ Эйпеç шкулне уçнă, Алексей Рекеев унта нумай çул учительте ĕçленĕ. Малалла вăл пĕлỹ çуртĕнче кам кăна ырă ăс-хакăл вăрри акман-ши?

Чи пултаруллисен йышне ачасене вĕренỹпе воспитани парассинче 40 çул ытла ырми-канми тăрăшнă Гурий Ефимович Теллин та пĕр сăмахсăрах кĕме тивĕçлĕ. Шăпах вăл çурални 100 çул çитрĕ иртнĕ кунсенче. Çак сумлă событие тĕпе хурса Кавал клубĕнче «Этем тапхăрĕн тĕкĕрĕ» ятпа «çавра сĕтел» йĕркелерĕмĕр.

Гурий Теллин 1923 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче Пелагея Гавриловнăпа Ефим Григорьевич çемйинче çуралса ỹснĕ. Кавалти 7 класлă шкула пĕтернĕ хыççăн Патăрьелти педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. 1941 çулта вĕçленĕ. Диплом илнĕ ятпа савăнăçлă каçран таврăннă чух, Туçа ялне çитсен, вăрçă пуçланни çинчен усал хыпар илтет. Тепĕр çулхине вăрçа тухса каять. Вăл Тверь, Ржев, Калуга, Смоленск хулисемшĕн пынă çапăçусенче пĕр хутчен мар палăрнă. 1943 çулта пĕр хаяр çапăçура йывăр аманать. Госпитальте сипленнĕ хыççăн 1944 çулта яла таврăнать. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне ачасене вĕрентес тата воспитани парас ĕçе халаллать. Надежда Сосипаторовнăпа çемье çавăраççĕ, пилĕк ывăл çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине тăратаççĕ.

Ентешĕмĕре сума сунă тĕл пулăва нумаййăн пуçтарăннă. Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ:

— Гурий Ефимович, шкулта вăй хунăран, «Учитель» сăмаха ун ячĕпе çыхăнтарса пысăкларан çырнă пулăттăм. Хăй суйласа илнĕ çăмăл мар, анчах пархатарлă ĕçре тарăн йĕр хăварнă. Вăл хăйĕн пекех ырă кăмăллă, тăрăшуллă ачисемпе, мăнукĕсемпе мухтаннă пулĕччĕ.

Ывăлĕ — Ардалион Гурьевич каланă тăрăх, ашшĕн пурнăçĕ çăмăл килмен. Тĕрĕслĕхшĕн çине тăма хăнăхнипе çынсен хутне пĕр хутчен мар кĕнĕ иккен вăл. Кайран «пушăчĕ» хăйне лекессине уямасăрах.

Вĕрентекенĕн ĕçне çăмăл теме çук. Унăн пĕр вырăнта тăма юрамасть, ялан çĕннине шырамалла, вĕренмелле, нумай вуламалла, çĕнĕ требованисене шута илсе вĕренỹ ĕçне йĕркелесе пымалла. Гурий Ефимович çак йывăр ĕçе юратса, яваплăха туйса туса пынă.

Вĕрентỹ тытăмĕнче ĕç династийĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсемпе мăнаçланма сăлтавĕ те пур. Теллинсен-Зайцевсен вăл, кинĕ Римма Васильевна каланă пек, 600 çултан та иртнине шута илсен, 40 çул ытларахăшĕ хуняшшĕпе çыхăннă.

Гурий Ефимовичăн мăшăрĕ Надежда Сосипаторовна та ĕмĕрне вĕрентекенре ĕçлесе ирттернĕ. Ывăлĕ, Леонид Гурьевич та, çак çулпах кайнă.

Кашни вĕрентекен хăй ĕçлекен шкул историйĕн кĕнекине çĕнĕ йĕркесемпе пуянлатать. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Гурий Ефимович та Кивĕ Эйпеç шкулĕн историйĕнче хăйĕн страницисене çырса хăварнă. 10 çул ытла директор тивĕçĕсене пурнăçланă. Унăн çав тапхăрти ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕрле ĕçленĕ Зинаида Мазюкина каласа пачĕ.

Г.Теллин миçе ачана истори ăслăлăхне алла илме пулăшнине, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнине шутласа та пĕтереймĕн. Вăл çак шкулта тăрăшнă вăхăтра классенче 30 е ытларах та вĕренекен ларнă. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма, пĕлỹн анлă тĕнчине илсе кĕме çăмăлах пулман. Тăрăшнă педагог, ачасем шкултан тулли тавра курăмлă, малашнехи пурнăçăн анлă та тумхахлă çулĕ тăрăх çирĕппĕн пусса утма пултаракан çынсем тухчăр тесе çине тăнă. Яланах класс ертỹçи пулни те ăна ачасемпе çывăх пулма сăлтавланă.

Округра, республикăра яваплă вырăнта ĕçлекенсем, тĕрлĕ отрасльте тава тивĕçлĕ ята тивĕçнисем чылай унăн вĕренекенĕсен хушшинче. Вĕсем те халĕ асатте-асанне, кукаçи-кукамай пулнă ĕнтĕ, мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнаççĕ. Çулсем чылай иртнĕ пулин те, Кивĕ Эйпеç шкулĕнче вĕреннĕ çулсем пирки калаçнă чухне Гурий Ефимовича аса илеççĕ. Вăл вĕрентсе каланисем, наука вĕрентĕвне пурнăçпа танлаштарса кăтартнисем нумай вăхăт хыçа юлнă пулин те пуçран тухмаççĕ.

«Çавра сĕтеле» хутшăннисене нумайăшне Гурий Ефимович вĕрентмен те, анчах ăна лайăх пĕлнĕ, хисепленĕ, унпа канашланă. Унăн кăмăл-сипетĕнчи паха енĕсене уçса пачĕç те Гурий Федоров, Николай Головин, Петр Анисимов, Юрий Алексеев.

Пултаруллă педагог шкулти ĕçсемпе çеç лăпланса ларман, общество пурнăçне те хастар хутшăннă. Вăл фермăсенче, халăх йышлă пуçтарăнакан ытти вырăнта агитатор пулса ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канура пулсан та шкула час-часах пырса çỹретчĕ, паттăрлăх урокĕсенче ачасене вăрçă çулĕсем çинчен каласа паратчĕ.

Вăл «На безымянной высоте» юрра юрлама юратнă. Пухăннисем те, мероприятие юрă-ташăпа илем кỹнисем те пĕрле шăрантарчĕç ăна. Ун çинчен ỹкернĕ фильм те ентеш кун-çулĕпе туллин паллаштарчĕ.

Çапла, «Ыр çын каять — ят юлать», — тенĕ ваттисем. Гурий Ефимович пирĕн хушăмăрта 10 çул çук пулин те, ырă ячĕ унăн ĕçтешĕсен, юлташĕсен, тăванĕсен, ачисен асĕнче пурăнать. Надежда Сосипаторовнăпа 68 çул пĕрле пурăннă, пилĕк ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Ачисем туслă та тирпейлĕ пулса ỹснĕ, лайăх вĕреннĕ. Ĕçе мала хурса пыракан çемьере яланах ыр кăмăллăх тата пĕрне-пĕри хисеплес туйăм хуçаланнă. Ачисем пурте пурнăçра хăйсен çулне тупнă — çĕршыва юрăхлă çынсем пулнă. Гурий Ефимовичпа Надежда Сосипаторовна ачисем йăваран вĕçсе тухса, хăйсен вырăнĕсене тупса, çемьеллĕ пурăннине курса, мăнукĕсене ачашласа пурăнса юлма пултарнă.

Епле-ха савăнмăн? Валерий Гурьевич шалти ĕçсен органĕнче ĕçлесе подполковника çитнĕ, Леонид Гурьевич вĕренỹ тытăмĕнче вăй хунă, Ардалион Гурьевич — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ, Чăваш Ен ỹнерçисен союзĕн членĕ, Владимир Гурьевич — ĕмĕрĕпе çар çынни пулнă, полковник званипе тивĕçлĕ канăва тухнă. Шел пулин те, Венедикт ывăлĕ çамрăкла вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Паян пирĕн хушăмăрта Валерипе Леонид та çук ĕнтĕ.

Мăнукĕсем тата… Пурне те каласа пĕтерме те çук. Вĕсен ячĕпе Алексей тата Наталийăпа Андрей Теллинсем сăмах илчĕç.

«Пĕлỹрен вăйлăрах вăй çук, пĕлỹпе хĕç-пăшалланнă çын çĕнтерейми…» Учитель профессийĕ пур саманара та хисеплĕ, анчах çав вăхăтрах йывăр та тỹсĕмлĕх ыйтакан ĕç пулнă. Вĕрентекенсем хăйсен çирĕплĕхĕпе ачасене хăйсен пĕлĕвне, вăй-халне, опытне параççĕ, çав хушăрах пысăк талант кăтартаççĕ. Кашни ачана ăнăçлă воспитани пама май пуррине ĕненнĕ Гурий Ефимович — хăйĕн пурнăçне вĕрентекен ĕçне халалланă çын.

Тавтапуç сана, юратнă вĕрентекен, эпир санăн умăнта пуç таятпăр.

Раиса ФЕДОРОВА,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code