Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çивĕч ыйтусене тишкернĕ

Çивĕч ыйтусене тишкернĕ

Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова тата муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый юнкун пулса иртнĕ Пĕрлехи иформаци кунĕнче «ДПМК «Яльчикское» тата «Спутник-1» ОООсенче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем те: хĕллехи тапхăрта çул-йĕре тивĕçлĕ шайра пăхса тăрасси тата 2024 çулта коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе усă курнăшăн тỹлемелли тарифсене индексацилесси тỹррĕнех асăннă коллективсене пырса тивеççĕ.

Пĕрремĕш ыйту тавра кĕскен чарăнса тăрас пулсан, муниципалитет округĕнчи автомобиль çулĕсене пăхса тăма икĕ организаци — «Воддорстрой» тата «ДПМК «Яльчикское» ОООсем хăйсем çине илнĕ. Ялсем хушшинчи çулсене пăхса-асăрхаса тăрассипе ял хуçалăх предприятийĕсемпе тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе, уйрăм предпринимательсемпе килĕшỹ çирĕплетнĕ.

Çул-йĕр организацийĕсенче ĕçлекенсен, халĕ уйрăмах, хĕрỹ тапхăр. Хĕл кунĕсенче пĕр самантрах çулсене юр хỹсе лартма та, ирĕлтерсе пăрлантарма пултарать. Çакна шута илсе «ДПМК «Яльчикское» çул-йĕр организацийĕнче талăкĕпех дежурство йĕркеленĕ, ыйтусене васкавлăн татса парас тĕлĕшпе уйрăм яваплă çынсене çирĕплетнĕ. Апла пулин те хăш-пĕр чухне çул-йĕр пахалăхĕ тивĕçтерменни пирки каланине те илтме пулать.

— Çулсене юр-пăртан вăхăтра тасатса тăма яланах хатĕр пулмалла, — тенĕ округ пуçлăхĕ Леонард Левый.

Коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе усă курнăшăн тỹлемелли хаксем 2024 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен ỹсеççĕ. Вăл Чăваш Енре РФ Правительстви çирĕплетнĕ вăтам индексран (9,6 процент) ытларах пулмасть. Уйрăм муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче тата сахалрах пулма пултарать.

Алевтина Федоровăпа Леонард Левый асăннă коллективсенче, вĕренỹ организацийĕсен ертỹçисемпе, çула çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси членĕсемпе тата «Движение Первых», «Навигаторы детства» представителĕсемпе тĕл пулнипе усă курса çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче çынсем ушкăнпа пулакан вырăнсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси пирки те чарăнса тăнă.

Информаци кунĕ граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннипе вĕçленнĕ. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый кашни ыйтăва уйрăм контроле илме сăмах панă.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code