Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Округ команди — 1-мĕш

Канаш хулинче кире пуканĕ йăтакансен республикăри ăмăртăвĕ иртнĕ.

Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Олег Федоров ертсе пыракан округ команди унта пĕрремĕш вырăн йышăннă. Елена Плотникова (Патреккел шкулĕ), София Соловьева, Илья Московский, Анжела Уткина (Елчĕк), Егор Смирнов (Курнавăш), Кирилл Филиппов, Дмитрий Енедеров (Тăрăм ялĕ) пьедесталăн «ылтăн» картлашки çине хăпарнă. Тепĕр ултă спортсмен призерсен йышне кĕнĕ.

Штангистсене те ăнăçнă

Шупашкарта йывăр атлетика енĕпе республикăри «Шанчăк кубокĕ» ăмăртура 2009 çулта тата унтан каярах çуралнă ачасем вăй виçнĕ.

Александр Портновпа Борис Клементьев тренер-преподавательсен вĕренекенĕсем — Матвей Горшков, Никита Яковлев, Антон Айметов, Богдан Карсаков, Девис Бартнявичус ылтăн медальсене çĕнсе илнĕ. Матвей Волков, Артур Портнов, Даниил Немцев, Дмитрий Карсаков «кĕмĕллĕ», Максим Владимировпа Илья Можаев «бронзăллă» пулнă.

Аслă Елчĕк шкулĕнчи Тимур Амасев (тренерĕ — Николай Молоствов) республикăри ăмăртăва иккĕмĕш хут кăна хутшăннă. Хальхинче 2-мĕш призер йышне кĕни хăйне кура çитĕнỹ.

Чăваш Ен команди йышĕнче

Республикăри пĕрлештернĕ регбол командин çитĕнĕвĕсем çинчен илтме хăнăхнă эпир. Халĕ каллех хĕпĕртеме сăлтав пулчĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн спортзалĕнче çĕршыври 7 команда Пĕтĕм Раççейри чемпионат Кубокне çĕнсе илессишĕн кĕрешнĕ. Пĕтĕмпе 150 ытла атлет. Чăваш Ен команди, ушкăнри вăйăсене ăнăçлă вĕçлесе, çурма финалта Новосибирск, финалта вара Красноярск командисене парăнтарнă.

Палăртма кăмăллă: тăван республика чысне унта пирĕн ентешсем те — Владимир Петрушкин, Сергей Скворцов, Игорь Долгов, Алексей Сычаев, Артур Афанасьев хỹтĕленĕ.

Карăклăран — медальсемпе

Канаш округĕнчи Карăклă ялĕнче Çĕнĕ çул ячĕпе ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уçă турнирне ирттернĕ.

2012-2014 çулсенче çуралнисем вăй виçнĕ унта. Сергей Александров тренер патĕнче ăсталăха туптакан ачасем пурте медальсемпе таврăннă. Михаил Миллин (26 кг) 1-мĕш, Александр Головин (35 кг) — 2-мĕш, Кирилл Александровпа (22кг) Дмитрий Павлов (24 кг) 3-мĕш вырăна тухса хăйсене Çĕнĕ çул парни кỹнĕ.

«Яманчурино» çĕнтернĕ

Аслă Елчĕкри хоккей площадкинче округри шкулсенчи аслă ушкăнри ачасен турнирĕ иртнĕ.

«Ылтăн шайба» хоккей сезонне уçма 4 команда хутшăннă. Вĕсенчен чи пултарулли — «Яманчурино» команда. Юрий Рахмуллин обществăлла тренер ертсе пыракан çамрăк спортсменсем виçĕ тĕл пулăва пĕтĕмĕшле 14:0 шутпа вĕçленĕ, кубока çĕнсе илнĕ.

Çĕнтерỹçĕсен вăйăçи Егор Матвеев чи лайăх тапăнса вылякан пулса тăнă. Арсений Игнатьевпа (Лаш Таяпа) Богдан Казначеева (Аслă Елчĕк) та уйрăм номинацисенче палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code