Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Шанăç паракан çамрăк

Шанăç паракан çамрăк

Кăçал Елчĕкри искусство шкулĕнчен виççĕн стипендиатсен йышне кĕнĕ.

Вĕсенчен пĕрне, Никита Дружинина, округра та нумайăшĕ пĕлеççех. Вăл Елчĕкри вăтам шкулти 11 «а» класра пĕлỹ илет, ударник. Лăпкă, сăпайлă, ытлашши сăмах ваклама юратмасть.

Виçĕ çул каялла Иван Шурбин Тỹскелĕнчи нумай функциллĕ кану центрĕ çумĕнче арçынсен «Тускил» ансамбльне йĕркелет. Унта Никита та юлташĕпе — Сергей Теллинпа çỹреме пуçлаççĕ. Пирĕн статья геройĕн хут купăс патне туртăм пуррине сисет Иван Анатольевич, вара пушă вăхăтра уйрăм занятисем ирттерме тытăнать.

«Дипломлă» пулас тĕллевпе Никита малалла искусство шкулĕнче — Валерий Архипов преподаватель ертсе пыракан «Баян» класра вĕренме пуçлать. Халĕ çамрăкăн пултарулăхĕ пирки ăнлантарни кирлех-и? Эсир çакна концертсенче хăвăрах курса ĕненетĕр: купăспа та, баянпа та пĕрешкел ăста калать.

— Шанăç паракан çамрăк, — тет унăн малашлăхне палăртса Валерий Николаевич. — Нотăна хăвăрт вĕреннĕрен ĕçлеме çăмăл унпа.

Н.Дружинин тĕрлĕ шайри конкурс-фестивальте хăйĕн ятне пĕлтерме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Вăл — регионсем хушшинчи «Чăваш Ен» конкурсăн гран-при хуçи, СССР халăх артистки В.К.Кузьмина 100 çул тултарнине халалланă республикăри III «Сарпике» конкурсăн I степень лауреачĕ. «Тускил» ансамбль йышĕнче 2023 çулта Тутарстанри Сиктерме ялĕнче Пĕтĕм чăвашсен уявĕнче гран-при çĕнсе илнĕ.

Нумаях пулмасть Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнче Кирилл Петров художник-постановщикпа пĕрле шкул ачисен «Тарават» фольклор ушкăнне йĕркеленĕ. 15-ĕн çỹреççĕ унта. Çамрăк артистсен сцена çинчи тыткаларăшĕ килĕшỹллĕ, кĕпе-тумтирĕ çыпăçуллă. Репертуар пуянлансах пырать. Маттур ушкăнăн ĕмĕрĕ вăрăм пултăрччĕ çеç.

Никита Дружинин вăтам шкул пĕтерсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн художествăпа музыка вĕренĕвĕн факультетне вĕренме кĕрес ĕмĕтлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code