Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Культурăна — пысăк тĕрев

Культурăна — пысăк тĕрев

Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова культура отраслĕн ĕçченĕсемпе анлă лару ирттернĕ. Ларура 2023 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, малашлăх плансене палăртнă.

Чăваш Ен Культура Министерствипе отрасль учрежденийĕсен ĕç-хĕлĕ анлă. Иртнĕ çул республикăра культурăна тивĕçлĕ аталантарас ĕçе сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнă. 2022 çулхипе танлаштарсан, асăннă тытăма пĕлтĕр 1,2 миллиард тенкĕ ытларах нухрат уйăрнă — пĕтĕмĕшле сумма 4,6 миллиард тенкĕпе танлашнă. 2023 çулта федераци бюджетĕнчен тивĕçнĕ тĕрев — 405,9 миллион тенкĕ. Муниципалитет тата хула округĕсенчи культура учрежденийĕсене аталантарма республика тата федераци бюджечĕсенчен пурĕ 853,8 миллион тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕмлетсе каласан, республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн расхут пайĕнчен культура тытăмне тĕревленĕ укçа-тенкĕ виçи 4,7 процентпа танлашнă (культура тытăмне çĕнетме — 1 млрд та 173 млн та 500 пин тенкĕ, патшалăх учрежденийĕсене çĕнетме — 338,9 млн, муниципалитетрисене — 834,6 млн тенкĕ уйăрнă).

Раççей Президенчĕ пуçарнă «Культура» наци проекчĕ пулăшнипе Канаш муниципалитет округĕнче, «Культура аталанăвĕ» патшалăх программипе килĕшỹллĕн Вăрмар муниципалитет округĕнче пĕрер çĕнĕ культура çурчĕ хута кайнă. «Чăваш Республикин ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» патшалăх программи пулăшнипе те округсенчи чылай культура çуртне çĕнетме май килнĕ.

«Пушкин картти» федераци программине пурнăçласси — уйрăм тема. «Патшалăх пулăшăвĕ. Культура» мобильлĕ приложени урлă Пушкин карттине 85332 çын кăларнă (99 процент). Халăх Патшалăх вырăс драма театрĕ, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ, Чăваш патшалăх филармонийĕ, Çамрăксен театрĕ, музейсем тата ытти чылай культура учрежденийĕ сĕнекен мероприятисене кăмăллăн хутшăннă.

Ларура ытти ыйтусене те пăхса тухнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code