Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Тăрăшуллă каччă

Тăрăшуллă каччă

Кашни çулах пултаруллă çамрăксене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине парса хавхалантараççĕ.

Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта та асăннă стипендие илме тивĕçнисем пур. Кăçал 3-ĕн. Вĕсенчен пĕри — пултаруллă та тăрăшуллă каччă — Матвей Мустаев. Матвей туслă та нумай ачаллă çемьере çитĕнет. Ачасенчен асли пулнă май, шăллĕпе йăмăкне ăс-тăн парас тĕлĕшпе сахал мар вăй хурать. Кĕçĕннисем вара унтан тĕслĕх илме тăрăшаççĕ.

Матвей 10 класра вĕренет, «5» паллăсем кăна унăн дневникĕ çинче. Мĕн пĕчĕкренех кĕнекесемпе туслă вăл. Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисен муниципаллă тапхăрĕнче çулсерен малтисен йышне кĕрет. Çĕршыв шайĕнчи сочиненисен конкурсĕнче те призер пулнă. Маттур каччă шкулти волонтерсен юхăмĕн хастарĕ те.

Стипендие тивĕç пулнишĕн Матвей питĕ савăнать, ăна вăл яваплăха туйса малашне те пысăк çитĕнỹсем патне ăнтăлма хавхалантарать. Шкула ăнăçлă вĕçлесе тухтăр профессине алла илес тĕллевлĕ вăл.

Людмила КНЯЗЕВА,
класс ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code