Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çивĕч ыйтăва тăсса…

Çивĕч ыйтăва тăсса…

Çанталăк лăпланчĕ теме çук-ха. Юрпа пурин те пĕрле кĕрешмелле: кам — техникăпа, кам — кĕреçепе. Кил-çурт умĕнчи сукмака, лавкка патне е фельдшерпа акушер пунктне илсе çитерекен ансăр çула кĕреçепе те тасатма хутшăнни — пулăшу. Çавăн пекех пушар гидранчĕсем патне çул яланах уçă пулма кирлĕ. Юрпа знакĕсем те ан çухалччăр.

Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ автомашинăпа тата çуран çỹрекенсене кунашкал çанталăкра уйрăмах асăрхануллă пулма сĕнет. Шуçлак та вырăн-вырăн юрпа витĕннĕ çулсемпе пынă чух автомобиль шуса кайма, тормоз çине пуссан та вăхăтра чарăнаймасса пултарни пирки аса илтерет.

Хăрушсăр дистанципе хăвăртлăха суйласси — чи кирли.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code