Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сивĕ кун кăмăлтан савăнчĕ чун

Сивĕ кун кăмăлтан савăнчĕ чун

Владимир ПУТИН,
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ:

«Демографи — Раççейĕн тĕп тĕллевĕ. Раççей халăхĕн шучĕ ỹссе пымалла, вĕсем пурте сывлăхлă пулмалла. Сывлăхлă пулас тесен спорта аталантармалла, йышăннă пур программăна та пурнăçа кĕртмелле. Маларахри çулсенче регионсенче тата муниципалитетсенче спорта аталантармалли федераци бюджетĕнчен 1 миллиард та 700 миллион тенке яхăн уйăрнă. Ку меслет патне таврăнмалла. Çакă çынсене спортпа туслашма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма çĕнĕ майсем туса парĕ, наци сывлăхне çирĕплетме курăмлă тỹпе хывĕ.

Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче чи массăллă ăмăрту — 42-мĕш «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2024» чупу округри территори пайĕсенче те иртнĕ.

Елчĕк территори пайĕнче пурăнакансем, ĕç коллективĕсен представителĕсем, шкул ачисем пирваях «Улăп» ФОК умне пуçтарăнчĕç. 20-25 градус сивĕ те хăратмарĕ вĕсене. «Ку мĕскер? Юр çуса нушалантарни мар-ха», — тесе шỹтлекен те пулчĕ.

Пухăннисене Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова, Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕç.

— Паянхи уявăн тĕп тĕллевĕ — массăллă спорта аталантарасси тата кашнине сывă пурнăç йĕркине активлă явăçтарасси, — терĕ хăйĕн сăмахĕнче Леонард Левый. — Çавна май пурне те çăмăл чупу, савăк кăмăл-туйăм сунатăп.

Йĕлтĕрçĕсен çулталăкри тĕп ăмăртăвĕ «Демографи» наци проекчĕпе тỹрремĕн çыхăннă, мĕншĕн тесен халăха сывă пурнăç йĕркине явăçтарасси пысăк тĕллевсенчен пĕри шутланать.

Сивĕ çанталăка пула пуçламăш классенче вĕренекенсен чупăвне ирттерес мар тенĕ пулсан та, çапах та килнисен кăмăлне хуçас темен. Центрти шкултан кăна та мар тата хутшăнакансем. Ку ушкăнра, акă, Аслă Елчĕк шкулĕнче ăс пухакан Ангелина Сусметова çĕнтерчĕ. Призерсен йышне кĕнĕ Злата Карсаковăпа Мария Петрова та урăх шкултан — Патреккелтен. Арçын ачасенчен мала тухнă Арсений Кузьмин та çав шкултанах. Елчĕкри Александр Смирнов — 2-мĕш.

5-7 классенче пĕлỹ илекенсен 1 километрлă дистанцийĕнче тỹрех икĕ çĕнтерỹçĕ: Виолетта Галкинăпа София Афанасьева. Тỹскел хĕр ачи «Елчĕк ен» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ çурхи кросра чемпионка пулнăччĕ. София (Аслă Елчĕк) вара пĕлтĕрех хăйĕн ятне кỹршĕллĕ регионсенче те пĕлтернĕ. Пĕр эрне маларах, акă, Шăмăршă округĕнчи йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнчен «ылтăнпа» таврăннă вăл. Унта 3-мĕш пулнине Александра Шахеева (Елчĕк) кунта та çирĕплетрĕ. Иккĕмĕш призер — Валерия Яковлева (Аслă Елчĕк).

Арçын ачасенчен йывăр атлета, кире пуканçа, футболиста… — Давид Портнова çитекен пулмарĕ. Ун хыççăн финиша Давид Кузьмин (вăл та Елчĕкрен), Артур Карсаков (Патреккел) çитрĕç.

Малаллахи дистанци — 1,5 çухрăм. 8-9 классенчи хĕр ачасем çак йĕркепе çитрĕç финиша: Екатерина Васильева, Екатерина Шорникова (Елчĕк), Камилла Львова (Патреккел). Арçын ачасенчен: хоккей вăййисен ăсти Алексей Вастулов тата Дамир Осиповпа Андрей Долгов. Виççĕшĕ те округ центрĕнчи шкултан.

10-11 классенчи хĕрсемпе яшсем 2 километрлă дистанцире тупăшрĕç. Кунта Елчĕк шкулĕнчи Надежда Скворцовăпа Карина Хушкина 1,3 вырăнсене йышăнчĕç пулсан, Аслă Елчĕкри Диана Афанасьева вĕсен хушшине «хĕсĕнсе» кĕме пултарчĕ. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи Артем Ловкин та Шăмăршăран пушă алăпа килмен — кĕмĕл медальпе, кунта вара — «ылтăн». Роман Ильин — 2-мĕш, Денис Долгов (Аслă Елчĕк) — 3-мĕш.

Çитĕннисен, 45 çула çитичченхи хĕрарăмсен ушкăнĕнче — çĕнĕ ятсем: Карина Галкина (Ĕнел), Ирина Ванюшина (Таяпа Энтри), Ксения Филиппова (Элекçей Тимеш). Арçынсенчен округ хаçачĕн çурхи кросĕн çĕнтерỹçи Алексей Тихонов (Тăрăм) мала тухрĕ. Елчĕк каччи Егор Чернов — 2-мĕш. Ачасен искусство шкулĕн преподавателĕ Валерий Архипов Нацисен кросĕнче те, йĕлтĕрçĕсен массăллă чупăвĕнче те çулсерен пьедестал çине хăпарать. Вăл — 3-мĕш.

Искусство шкулĕн тепĕр представителĕ — Римма Парферьева пирки те çавнах каламалла. 45 çултан аслăрах хĕрарăмсен йышĕнче вăл хальхинче 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Виççĕмĕш — Ирина Архипова (Елчĕк). Калас пулать, вăл та асăннă чупуран пăрăнса юлмасть. Çĕнтерỹçĕ вара — Тỹскел ялĕнче пурăнакан Елена Степанова. Финиш хыççăнах унпа сăмах пуçартăмăр.

— Çак спорт уявне 2017 çултан пуçласа пĕр сиктермесĕр хутшăнатăп, — терĕ Елена Владимировна. — Паян та тулли кăмăлпа чупса тухрăм. Лайăх çанталăк чухне ярăнмаллах, ỹркенмелле мар. Шăматкун Аслă Елчĕкре иртекен ăмăртăва та хутшăнас тетĕп-ха. Пĕлтĕр Кĕçĕн Таяпана та кайса килнĕччĕ.

Ку ỹсĕмри ушкăнра вăй виçнĕ арçынсем те сывă пурнăç йĕркине тытса пырассинче яланах ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Çывăх кунсенче 64 çул тултаракан Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Скворцовăн спорт мероприятийĕсене йĕркелессинчи пархатарлă ĕçĕсем пирки хаçатра та çырман мар. Нимĕнле ăмăрту-турниртан та пăрăнса юлманскер хальхинче те çĕнтерỹçĕ. Призерсен йышне кĕнĕ Аслă Елчĕк арĕсем те спортшăн хыпса çунаканскерсем: шкул директорĕ, округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Николай Волков тата территори пайĕн начальникĕ Валерий Афанасьев.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, ăмăртăвăн чи çамрăк тата чи аслă чупуçисене палăртрĕç. Вĕсем: Таяпа Энтри ялĕнчен ашшĕ-амăшĕпе килнĕ 6-ри Ксения Краснова, çỹлерех асăннă 67-ри Елена Степанова. Вĕсене тата кашни дистанцире 4-мĕш вырăна (ун пекки пулманччĕ-ха) тухнисене спорт калпакĕ парса чысларĕç. Округри клуб тытăмĕн ертỹçи Вера Панкратова ертсе пынă ушкăн янратнă юрă-кĕвĕ те çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕ.

Юлашкинчен çакна каласах килет: спорт мероприятийĕнче куракансем йĕлтĕрçĕсенчен 2-3 хут нумайрах пулчĕç. Пĕлтĕртен республикăра çуллахи тата хĕллехи тĕп ăмăртусенче VIP-чупусене пăрахăçларĕç. Пирĕн патăмăрта та çак тĕслĕхе тĕпе хучĕç пулмалла. Çавăнпа ертỹçĕсем питĕ сахаллăн старта тухнăран ыттисем те çавах мар-и?

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code