Пурнăç тĕрлĕ майлă тĕрĕсленĕ мăшăра. Вĕсем иккĕшĕ те çамрăклах амăшĕсемсĕр тăрса юлнă. Выçлăх çулĕсенче те, вăрçă тапхăрĕнче те сахал мар нуша курнă. Кайран пĕр çемье тĕвĕлесен те чылай тумхаха парăнтарма тивнĕ. Йывăрлăхсене çĕнтерме ырă малашлăха шанни тата ĕç пулăшса пынине пĕлтереççĕ Порфирьевсем.
Февраль уйăхĕнче Курнавăш ялĕнче пурăнакан Николай Аврамовичпа Антонина Яковлевна Порфирьевсем пĕрлешнĕренпе 60 çул çитнĕ. Çемье пуçĕ Николай 1936 çулта çак ялта Аврам Порфирьевичпа Дарья Николаевна Порфирьевсен çемйинче кун çути курнă, пиллĕкмĕш ача пулнă. Вăл виççĕре чухне амăшĕ чирлесе вилнĕ. Кăштах вăхăт иртсен ашшĕ пĕр ачаллă хĕрарăма качча илнĕ. 1941 çулта тăван мар амăшĕ тепĕр хĕр ача çуратнă. Пурнăç çăмăл пулман. Çемье тăхăр çынран тăнăран апат-çимĕç енчен питĕ хĕсĕк пулнă. Пĕтĕм тырра ун чухне фронта ăсатнă. Сĕтел çинчи çăкăр пирки шухăшлама та пултарайман. Çемьесенчи чылай ача выçăпа тата шăнса вилнĕ тĕслĕхсем те пулнă. Выçлăха çĕнтерес тесе халăх темле мел те шыраса тупнă. Хирте ут кăшкарĕ, ыраш тата çерçи кĕпçи, ытти курăк пуçтарса вĕсенчен яшка пĕçернĕ. Çуркунне çитсен ачасем кутамкка çакса колхоз хирне кĕркунне юлнă çĕр улмин юлашкисене (крахмалне) пуçтарма çỹренĕ. Ăна тăпра айĕнчен чавса шыраса тупсан еплерех савăннă. Урасене çăпата сырнă. Вăл шỹсе кайнипе утма питĕ йывăр пулнă. Хĕллехи кун ирхине вара ял çынни камăн мăрйинчен чи малтан тĕтĕм тухасса сăнанă. Кăмака хутса янă çынран кăвар илсе хăйĕн кăмакине хутнă вăл. Кăмака хутма вутă çителĕклĕ пулманран кĕр кунĕсенче кĕтỹ çỹренĕ вырăнсенче выльăх каяшĕ пуçтарса ăна типĕтнĕ. Улăм та çунтарнă ăшăнас тесе. Николай ашшĕне — Аврам Порфирьевича, вăрçа ямасăр районти милици пайĕнче ĕçлеме хăварнă. Вăл киле кашни кунах та таврăнман. Тăван мар амăшĕ хăйĕн ачисене вăрттăн çитернĕ, юттисене сахалрах лекнĕ. Аслисем чылай çемьере апат-çимĕçе питĕрсе илнĕ. Порфирьевсен те çаплах пулнă.
Николай ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан колхоза ĕçлеме вырнаçнă. 1955-1958 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă каччă. Унтан таврăнсан виçĕ çул ялта тимĕрçĕре тăрăшнă. 1961 çулта вăл Саратов облаçне механизатора вĕренме тухса кайнă. 1962 çулта тăван яла таврăнса хăй кăмăлласа суйланă ĕçĕнче тăрăшма пуçланă. 1972 çулхи раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Николай Аврамовича Елчĕк районĕнчи «Урожай» колхозăн «Хисеплĕ колхозникĕ» ятне панă. Вăл 1973 тата 1985 çулсенче «Коммунизмла ĕç ударникĕ» ята тивĕçнĕ. Ăста механизатор техникăна питĕ юратнă, аллинчи тимĕр ута яланах юсавлă тытма тăрăшнă, хушнă ĕçе вăхăтра тата тĕплĕ пурнăçланипе палăрнă. Çавна шута илсе ĕçчене «Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав» орденĕпе те чысланă. 1985 çулта вара вăл «Вун пĕрмĕш пилĕк çуллăх ударникĕ» паллăна тивĕçнĕ. Ĕç ветеранĕ ял çинче хисепре.
Кил хуçи хĕрарăмĕ Антонина Яковлевна çурт ăшшине упраса пырас тĕллеве яланах мала хунă. Шăпи унăн мăшăрĕннипе пĕрешкелех пулнă. Вăл та Курнавăш ялĕнче кун çути курнă — 1939 çулхи кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Яков Васильевичпа Мария Степановна Мясниковсен вунă ачаллă çемйинче тĕнчене килнĕ. Шел пулин те, тĕрлĕ сăлтава пула малтанхи тĕпренчĕкĕсем — виçĕ хĕр ачапа виçĕ ывăл ача — пурнăçран уйрăлнă. Антонина çемьере чи кĕçĕнни пулнă. Анчах та хĕр ача вун виçĕ çул тултарсан унăн амăшĕ вилнĕ. Ялти шкулта 7 çул вĕреннĕ хыççăн Тоня вĕреннĕшĕн укçа тỹлемелле пулнăран пĕлĕвне малалла ỹстереймен. Колхоз ĕçне кỹлĕннĕ вăл: бригадăра, хăмла çинче, пахча çимĕç ỹстернĕ çĕрте вăй хунă. Антонина Яковлевнан паллă наградăсем те сахал мар. Вăл 1973 çулта «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи» паллăна, 1976 çулта Амăшĕн медальне (II степень), 1986 çулта «Ĕçри хастарлăхшăн» медале илме тивĕç пулнă.
Николай Аврамовичпа Антонина Яковлевна пилĕк ача пăхса ỹстернĕ, вĕсене тĕрĕс воспитани парса, аслă пĕлỹ илме пулăшнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ачисем те ял çинче хайсем пекех сумлă та хисеплĕ.
2015 çулта Порфирьевсене «Юратупа шанчăклăх» орден парса чысланă.
Антонина Яковлевна çамрăкранпах ал ăсти пулнипе палăрнă. Xăйĕн пурнăçĕнче мĕн чухлĕ тĕрĕ тĕрлемен тата чĕнтер çыхман-ши? Миçе тĕрлĕ кĕпе-йĕм çĕлемен, миçе тутăр, кофта, алсиш-нуски çыхман-ши тата? Паянхи кун та пушă лармасть, ачисемпе мăнукĕсем валли алсиш-нуски çыхать. Антонина Яковлевна, хăйĕн çулне пăхмасăрах, кирек хăш вăхăтра та çынна пулăшма тăрăшать, кирлĕ сĕнỹ-канаш парать. Вăл ырă кăмăллă, уçă чĕреллĕ çын.
Хисеплĕ мăшăр савăнăçа та, хурлăха та çурмаран пайлать, пĕр-пĕрне пулăшса ерипен пурнăç çулĕпе малаллах утăмлать. Хальхи вăхăтра хисеплĕ ватăсем ывăлĕн çемйипе пĕр-пĕрне ăнланса килĕшỹре, пĕр тĕллевпе пурăнаççĕ.
Е.ГЕННАДЬЕВА.
Сăн ỹкерчĕкре: юратупа шанчăклăх хуçисем.