Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ветерана чысланă

Ветерана чысланă

Кавал ялĕнче пурăнакан Иван Николаев çак кунсенче 91 çул тултарнă.

Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне тăван хуçалăхра трактористра, комбайнерта ĕçлесе ирттернĕ ветерана çывăх тăванĕсем, кỹрши-арши саламланă. Ăна Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланисен округри пĕрлĕхĕ те тимлĕхсĕр хăварман. Унăн ертỹçин çумĕ Анатолий Анисимов тата членĕ Анатолий Соловьев Иван Степановича Тав хучĕпе тата хаклă парнепе чысланă, нумай çул сывлăхпа пурăнма ырă суннă.

И.Николаев 1952-1955 çулсенче Совет çарĕн Польшăри Хĕвел анăç ушкăнĕнче службăра тăнă. Т-54 танк водителĕ пулнă ватă вăл тапхăра çапла аса илет:

— Пирĕн çарсем Польшăра мирлĕ тĕллевпе тăнă. Апла пулин те вырăнти халăх пире юратманни сисĕнетчĕ. Эпир, чăтăмлăха мала хурса, вĕсемпе йĕркеллĕ хутшăнма тăрăшнă. Йывăрлăхсем те пулман мар.

Иван Степанович хальхи вăхăтра аппăшĕпе пĕрле пурăнать. Хăйне вăл телейлĕ çын тесе шутлать. Ара, унăн сывлăхĕшĕн миçе медик тимлет те: пилĕк ачинчен 4-шĕ сывлăх сыхлавĕнче ĕçленĕ е ĕçлеççĕ. Ирина мăнукĕ те çав çулпа кайнă.

Ветеран ырă шухăш-кăмăлпа пурăнать, мирлĕ пурнăçа хаклать…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code