Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Старта чĕнет «Елчĕк ен»

Старта чĕнет «Елчĕк ен»

Çăмăл атлетсен çулталăк пуçламăшĕнчи чи массăллă ăмăртăвĕ «Елчĕк ен» хаçат парнисене çĕнсе илессинчен пуçланать. Кăçал та апрелĕн 12-мĕшĕнче (эрнекун) Елчĕкри «пасар-халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» трассăпа çуран чупакансен 45-мĕш кросне ирттерме палăртнă. Вăл 11 сехетре пасар лапамĕ çумĕнче пуçланать.

Ăмăртăва хутшăнакансем

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп тата вăтам шкулсен, территори пайĕсен, ял хуçалăх тата промышленность предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен командисем.

Ăмăрту программи

1 ушкăнра 2013 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасемпе арçын ачасем 500 метра, 2 ушкăнра 2010-2012 çулсенче çуралнă хĕр ачасем 500 метра, арçын ачасем 1000 метра, 3 ушкăнра 2008-2009 çулсенче çуралнă хĕр ачасем 1000 метра, арçын ачасем 2000 метра, 4 ушкăнра 2006-2007 çулсенче çуралнă хĕрсем 2000 метра, яшсем 3000 метра (ку ушкăнра та шкулта вĕренекенсем çеç ăмăртаççĕ), 5 ушкăнра 35 çула çитичченхи хĕрарăмсем 1000 метра, 40 çула çитичченхи арçынсем 2000 метра, 6 ушкăнра 35-45 çула çитичченхи хĕрарăмсем 500 метра, 40-55 çула çитичченхи арçынсем 1000 метра, 7 ушкăнра 45 çулти тата унтан аслăрах хĕрарăмсем 500 метра, 55 çулти тата унтан аслăрах арçынсем 500 метра чупаççĕ.
1-3-мĕш ушкăнсен зачетне чи лайăх кăтарту тунă 4 результат, 4-мĕш ушкăнăн зачетне чи лайăх кăтарту тунă 4 результат, территори пайĕсен, ял хуçалăх тата промышленность предприятийĕсемпе организацисен, учрежденисен командисен зачетне арçынсемпе хĕрарăмсен 6 результачĕ кĕреççĕ.

Чыслав

Мала тухнă пилĕк ушкăнри (1, 2, 3, 4, 5-7) командăсене куçса çỹрекен кубоксемпе, призерсене дипломсемпе чыслаççĕ. Уйрăм призерсене дипломсемпе, медальсемпе, çĕнтерỹçĕсене унсăр пуçне «Елчĕк ен» хаçата 2024 çулхи 2-мĕш çур çулшăн тỹлевсĕр çырăнтарса параççĕ.

Заявкăсене тăратасси

Командăна, участниксене (хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, çуралнă çул), дистанцие палăртнă заявкăсене 10 сехетчен йышăнаççĕ. Заявкăсене организацисен ертỹçисемпе медицина ĕçченĕсем алă пусса пичетпе çирĕплетмелле. Тĕплĕнрех 2-51-81, 2-55-91 телефонпа ыйтса пĕлмелле.

«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code