Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Хама тĕрĕслеме пултартăм»

«Хама тĕрĕслеме пултартăм»

Округри предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсен пысăк йышĕ ГТО нормативĕсене пурнăçланă. Шкул ачисем вара — 100 процента яхăн. Паян эпир вĕсенчен пĕринпе, хальтерех вĕсен ретне тăнă А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн «Йывăр атлетика» секцийĕнче ăсталăха туптакан Ангелина Айметовăпа тĕл пултăмăр. Вăл хаваспах ГТО пирки хăйĕн шухăшĕсене пĕлтерме килĕшрĕ.

— Ангелина, эсĕ ахаль те кашни кун тенĕ пек тренировкăра та, хăвăншăн çĕнĕ дисциплинăна алла илесси мĕнле çуралчĕ?

— ГТОра нумай тест. Вĕсене парăнтарса ылтăн паллă илме тĕллев лартрăм — хамăн вăй-хала, пултарулăха тĕрĕслесе пăхас терĕм.

— Мĕнле тест йывăртарах пулчĕ саншăн, хăшĕ — çăмăлрах?

— Урайĕнчен тĕртĕнесси кăткăсрах, çапах та тивĕçлĕ балсем пуçтарма пултартăмах. Гимнастика сĕтелĕ çине тăрса алăсемпе аялалла туртăнасси вара шутсăр кăмăла кайрĕ.

— Санăн пурнăçунта вăй-хала çирĕплетмелли мĕнле спорт тĕсĕсем тĕп вырăн йышăнаççĕ?

— Пĕрремĕш, паллах, йывăр атлетика. Манăн Антон шăллăм та çак секцине çỹрет. Сĕтел çи теннисне питĕ кăмăллатăп — вăр-варлăх кирлĕ кунта.

— ГТО нормативĕсене пурнăçланă хыççăн хăвна мĕнле туйрăн?

— Питĕ лайăх. Тĕрлĕ енлĕ тестра тĕрĕсленсе хама хаклама пултартăм. Кашни çын хăйне ĕçе тата оборонăна хатĕр пулнине кăтартса памалла тесе шутлатăп.

Петр СМИРНОВ ыйтса пĕлнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code