Четверг, 30 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Воин» центра генералсем те килĕç.

«Воин» центра генералсем те килĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Мускав хулинче ĕçлĕ визитпа пулнă май, регионтан тухнă «Генерал клубĕн» членĕсемпе те тĕл пулнă.

Мероприятие чăвашран тухнă çар çыннисем – «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» юлташлăх хутшăннипе йĕркеленĕ. Унта, паллă ĕнтĕ, республикăри патриотла тата ăс-тăн воспитанийĕн ыйтăвĕсем тавра калаçнă, тивĕçлĕ йышăнусем тунă.

Республикăра çамрăк ăрура асăннă енсене аталантарас тĕлĕшпе чылай ĕç пурнăçланать. Чăваш кадет корпусне вĕренме кĕрес текенсен йышĕ те çулсерен ÿсет, тепĕр уйăхран Раççей Президенчĕн хушăвĕпе çарпа спорт хатĕрленĕвĕн «Воин» центрĕ ĕçлеме пуçлĕ. 25 регион хушшинче Чăваш Ен те çак программăна хутшăнать. Вĕренÿ Çĕрпÿ округĕнчи «Звездный» лагерь никĕсĕ çинче иртĕ.
Олег Николаев калаçура паянхи условисенче çакăн пек центр çамрăксене тивĕçлĕ воспитани парассинче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулассине палăртнă. «Çакă çарпа патриотизм воспитанийĕн тытăмне аталантарма, Раççейĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен сумне ÿстерме, çĕршыв культурине, мухтавлă историне хисеплессине вăй пама пулăшĕ», – тенĕ вăл.

Пĕтĕм инструкторсем, вĕсенчен ытларахăшĕ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннисем, ака уйăхĕнче вĕренĕве ирттерме хатĕр пулĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Генерал клубĕн» офицерĕсене «Воин» центрта ачасемпе ирттерекен мероприятисемпе тĕл пулусене йыхравланă. Пĕлтерĕшлĕ канашлăва пирĕн паллă ентешсем те – Алексей Сайкин генерал-лейтенант (Вăрăмхăва), Роберт Баранов генерал-майор, Александр Тихонов полковник (Елчĕк) хутшăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code